Остин Джейн
Джейн Остин | |
Çуралнă чухнехи ят: | акăл. Jane Austen |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1775 çулхи раштав, 16 |
Çуралнă вырăн: | Хэмпшир, Англи |
Вилнĕ вăхăт: | 1817 çулхи утă, 18 |
Вилнĕ вырăн: | Винчестер, Англи |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | XIX ĕмĕрти акăлчан çыравçи |
Пултарулăх çулĕсем: | 1795-1816 |
Тĕлĕ: | романтизм |
Ĕçсен чĕлхи: | акăлчан |
Алпусни: | |
Джейн Остин (акăл. Jane Austen, Остен тесе çырни те пур, 1775—1817) — акăлчан çыравçи, британ литератури реализмĕн мал ĕçченĕ, çемье, «хĕрарăм роман» никĕснее хураканĕ. Унăн кĕнекисене шедевр вырăнне хураççĕ, вĕсен сюжечĕ ахаллĕхĕпе питĕ чунна тыткăна илет, унăн хайлавĕсенче чăн «акăлчан» кулăшĕ сисĕмлĕ туйăнать. Джейн Остин халиччен те акăлчан литературин «Пĕрремĕш хĕрарăмĕ» шутланать. Унăн пултаруллă ĕçĕсене Аслă Британин пур колледжĕсенче тата университетсенче тĕпчесе веренеççĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Джейн Остин 1775 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Хэмпшир графлăхăн Стивентон хулинче çуралнă. Унăн ашшĕ, Джордж Остин, прихут чиркӳ ĕçтĕшĕ пулса ĕçленĕ. Вăл авалхи кент çемьинчен тухнă пулнă, аслă пĕлӳ илнĕ çын шутланнă. Унăн арăмĕ, Кассандра Ли, чухăна тухнă ватă ăратран тухнă. Джейнсăр пуçне çемьере улттă арçын ачапа пĕр хĕрача (Кассандра) ӳснĕ. Джейн Остин чи кĕçĕннинчен асли пулнă.
Ун чухне çын нумай вилнĕ пулнă, çапах та пур ачи те сывă çитĕннĕ. Аслă пиччĕшĕ, Джеймс, литература ĕç-пуçĕпе тăрмашнă: сăвă, проза çырнă, анчах та ашшĕн йĕрĕпех утнă. Иккĕмĕш пиччĕшĕ, Джордж, ăс-тăн енчен тайлăк пулнă, калаçма пултарайман. Унпа калаçмах Джейн чĕлхесĕр çын ал паллине вĕренет. Виççĕмĕш пиччĕшне, Эдварда, Остинсен ачасăр пуян Найт хурăнташĕсем усрава илнĕ, вăл вара джентри классран нобилити класа куçать.
Джейнăн тăваттăмĕш, юратнă пиччĕшĕн, Генри Томасăн, шăпи романтикăллă пулнă. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче темиçе профессипе те тăрмашнă: çарта хĕсметре тăнă, банкир пулса ĕçленĕ, малтан ăнăçлă, кайран юхăннă, сан йышăннă. Элиза де Фейда, гильотина çинче шăпине вĕçленĕ франци дворянинĕн тăлăх арăмне качча илнĕ. Элизăн сĕмĕпех Джейн францилле начар мар пĕлнĕ, франци авторĕсене: Ларошфуко, Мишель де Монтень, Лабрюйер кĕнекисене вуланă, çаплах театра кăмăлама пуçланă.
Ытти икĕ пиччĕшĕ, Фрэнсис тата Чарльз, тинĕсçĕсем пулнă, адмирал тинĕс çар хисепне тивĕçнĕ.
Çыравçă 1817 çулхи утăн 18-мĕшĕнче, Аддисон амакĕнчен сипленме пынă Винчестер хулинче куçне ĕмĕрлĕхе хупать. Вилес умĕн те вăл хăйĕн юлашки «Сендитон» романĕпе тăрмашнă.
Ӗçĕсен ят-йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Остин пултарулăхĕнче иккĕ тапхăра палăртаççĕ: 1795—1798 çç. малтанхи романсене хайланă; 1811—1816 çç. — чапа тухнă романсене — «Мăнаçлăхпа умсисĕмлĕх» тата «Ăс-тăнпа туйăмсем» — ăсталанă.
Çамрăк чухнехи ĕçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Висĕ тăван хĕр (калав) (акăл. The Three Sisters)
- Юратупа туслăх (акăл. Love and Freindship)
- Англи кун-çулĕ (акăл. The History of England)
- Чипер Кассандра (акăл. The Beautifull Cassandra)
Романсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ăс-тăнпа туйăм (акăл. Sense and Sensibility), вырăсла «Туйăмпа сисĕмлĕх» (1811)
- Мăнаçлăх тата ӳкĕт туйăмĕ (акăл. Pride and Prejudice) (1813)
- Мэнсфилд парк (акăл. Mansfield Park) (1814)
- Эмма (акăл. Emma) (1816)
- Доводы рассудка (акăл. Persuasion) (1817), вилнĕ хыççăн пичетленĕ
- Нортенгер аббатлăхĕ (акăл. Northanger Abbey) (1818), вилнĕ хыççăн пичетленĕ
Вĕçлеймен ĕçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Леди Сьюзан (акăл. Lady Susan), эпистоляр романĕ, вĕçлеймен
- Уотсонсем (акăл. The Watsons), вĕçлеймен
- Сэндитон (акăл. Sanditon), вĕçлеймен
Экран çине кăларнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Ăс-тăнпа туйăм»:
- «Sense and Sensibility», 1971, телефильм, Аслă Британи. Реж. — Дэвид Гайлз. Рольсенче: Майкл Элдридж, Шейла Баллантин, Эсме Черч тата ур.
- «Sense and Sensibility», 1981, мини-сериал, Аслă Британи. Реж. — Родни Беннетт. Рольсенче: Ирен Ричард, Трэйси Чайлдз, Боско Хоган тата ур.
- «Sense and Sensibility», 1995, Аслă Британи, АПШ. Реж. — Энг Ли. Рольсенче — Эмма Томпсон, Кейт Уинслет, Алан Рикман, Хью Грант. (Парне «Оскар» — чи паха адаптăланă сценари).
- «Х ăвна шыраса туп» (инд. Kandukondain Kandukondain), 2000, фильм, Инди. Реж. — Раджив Меннон. Рольсенче: Мамути, Аджит, Табу тата ур.
- «Sense and Sensibility», 2008, мини-сериал, Аслă Британи. Реж. — Джон Александр. Рольсенче — Хэтти Морахэн, Чарити Уэйкфилд, Дэвид Морисси, Дэн Стивенс, Джанет МакТир тата ур. (Премьера (мир) — 2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ).
- «Мăнаçлăх тата ӳкĕт туйăмĕ»:
- «Pride and Prejudice», 1938, телефильм, Аслă Британи, х/ш. Рольсенче: Элизабет Беннет — Curigwen Lewis.
- «Pride and Prejudice», 1940, АПШ. Рольсенче: мистер Дарси — Лоуренс Оливье, Элизабет Беннет — Грир Гарсон. («Оскар» парни — Лартакан ӳнерçĕ паха ĕçĕ).
- «Pride and Prejudice», 1952, сериал, Аслă Британи, х/ш. Рольсенче: мистер Дарси — Питер Кашинг, Элизабет Беннет — Энн Баскетт.
- «Pride and Prejudice», 1958, сериал, Аслă Британи, х/ш. Элизабет Беннет ролĕнче — Jane Downs.
- «Pride and Prejudice», 1967, сериал, Аслă Британи. Элизабет Беннет ролĕнче — Celia Bannerman.
- «Pride and Prejudice», 1980, сериал, Аслă Британи. Элизабет Беннет ролĕнче — Elizabeth Garvie.
- «Pride and Prejudice», 1995, сериал, Аслă Британи. Рольсенче: Элизабет Беннет — Дженнифер Или, мистер Дарси — Колин Фёрт.
- «Pride and Prejudice», 2003, АПШ. (Адаптаци, ĕç вырăнĕ хальхи пурнăçа куçать). Элизабет Беннет ролĕнче — Кэм Хескин.
- «Bride & Prejudice», 2004, Аслă Британи, АПШ. (Адаптаци, ĕç вырăнĕ Индие куçать). Тĕп ролĕнче — Айшвария Рай.
- «Pride and Prejudice», 2005, Франци, Аслă Британи. Элизабет Беннет ролĕнче — Кира Найтли.
- «Lost in Austen», 2008, сериал, Асла Британи. (Адаптаци).
- «Мэнсфилд парк»:
- «Mansfield Park», 1983, сериал, Аслă Британи. Реж. - Дэвид Гайлз
- «Mansfield Park», 1985, Аслă Британи. Ролĕнче: Анна Масси, Бернард Хептон, Сильвестра Ле Тузель.
- «Mansfield Park», 1999, Аслă Британи. Фанни ролĕнче — Frances O’Connor.
- «Mansfield Park», 2007, телефильм, Аслă Британи, BBC. Фанни ролĕнче — Билли Пайпер, Эдмунд — Blake Ritson.
- «Эмма»:
- «Emma», 1948, телефильм, Аслă Британи, х/ш. Эмма ролĕнче — Judy Campbell.
- «Emma», 1960, телефильм, Аслă Британи, х/ш. Эмма ролĕнче — Diana Fairfax.
- «Emma», 1972, сериал, Аслă Британи. Эмма ролĕнче — Doran Godwin.
- «Emma», 1996, Аслă Британи, АПШ. Эмма ролĕнче — Гвинет Пэлтроу. («Оскар» парни, лайăх мусăкшăн).
- «Emma», 1996, телефильм, Аслă Британи. Эмма ролĕнче — Кейт Бекинсейл.
- «Emma», 2009, сериал, Аслă Британи. Реж. — Джим О’Хенлон, Джордж Ормонд. Рольсенче: Ромола Гараи, Джонни Ли Миллер, Кристина Коул.
- «Нортенгери аббатлăхĕ»:
- «Доводы рассудка»:
- «Persuasion», 1960, сериал, Аслă Британи, х/ш. Рольсенче: Энн Эллиот — Daphne Slater.
- «Persuasion», 1971, сериал, Аслă Британи. Рольсенче: Энн Эллиот — Anne Firbank.
- «Persuasion», 1995, телефильм, Аслă Британи. Рольсенче: Энн Эллиот — Amanda Root, капитан Уэнтворт — Ciarán Hinds.
- «Persuasion», 2007, телефильм, Аслă Британи. Рольсенче: Энн Эллиот — Sally Hawkins, капитан Уэнтворт — Rupert Penry-Jones.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Джейн Остин пирки фильмсем:
- «Мисс Остин ӳкĕнет», (акăл. Miss Austen Regrets), 2007, Аслă Британи. Режиссёр Джереми Лавринг, Джейн ролĕнче — Оливия Вилльямс.
- «Джейн Остин» (акăл. Becoming Jane), 2007, Аслă Британи. Режиссёр Джулиан Джаррольд, Джейн ролĕнче — Энн Хэтэуэй.
Урăххисем:
- 1980 — «Джейн Остин Манхэттенре» (акăл. Jane Austen in Manhattan). Аслă Британи-АПШ, фильм. Реж. — Джеймс Айвори. Рольсенче: Энн Бэкстер, Роберт Пауэлл, Майкл Вагер тата ур.
- 2002 — The Real Jane Austen. Аслă Британи, телефильм. Реж. — Nicky Pattison. Рольсенче: Anna Chancellor, Gillian Kearney тата ур.
- 2007 — Джейн Остенăн кĕнеке клубĕ (акăл. The Jane Austen Book Club). Реж. — Робин Суикорд. Рольсенче: Мария Белло, Эмили Блант, Кэти Бейкер тата ур.
- 2008 — «Остинра юласси» (акăл. Lost in Austen). Аслă Британи, мини-сериал. Реж. — Дэн Зефф. Рольсенче: Джемима Рупер, Эллиот Кауэн, Хью Бонневилль, Кристина Коул тата ур.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кеттл А., Введение в историю английского романа, М., 1966;
- Бельский А. А., Английский роман 1800—1810-х годов, Пермь, 1968, с. 47-107;
- Jane Austen. The critical heritage. Ed. by B. C. Southam, L.-N. Y., [1969];
- Mansell D., The novels of Jane Austen, L., 1973;
- Chapman R. W., Jane Austen. A critical bibliography, 2 ed., L., 1969;
- Hardwick M., The Osprey guide to Jane Austen, Reading, [1973].
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Джейн Остин Викиампарта
- Works by Jane Austen(ĕçлемен каçă) in Classici Stranieri
- Jane Austen — e-books in easy to read HTML format.
- The Jane Austen Museum 2005 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Guardian Books «Author Page», with profile and links to further articles.
- The Republic of Pemberley, the largest Jane Austen site on the web.
- Jane Austen Information Page
- Filmography of Jane Austen Adaptations 2006 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Hampshire, inspirational home of Jane Austen 2006 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- The Jane Austen Society of North America
- The Jane Austen Society of Australia
- Jane Austen font
- 2005 film adaptation
- Literary Encyclopedia entry
- Jane Austen’s home at Chawton, Quicktime VR image
- Джейн Остин ĕçĕсем 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Джейн Остин канашлăвĕ (выр.)
- http://www.lib.ru/INOOLD/OSTEN/
Джейн Остин |
|
---|---|
Пĕрлехи | |
Пайăр çынсем | |
Романсем |
Чувство и чувствительность (1811) · Гордость и предубеждение (1813) · Мэнсфилд-парк (1814) · Эмма (1815) · Нортенгер аббатлăхĕ (1817) · Доводы рассудка (1818) |
Второстепенные ĕçĕсем | |
Малтанхи ĕçĕсем | |
Персонажсем | |
Биографи фильмĕсем | |
Джейн Остин романĕсемпе хайланă фильмсем |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Хэмпшир çуралнисем
- Англи вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Джейн Остин
- Аслă Британи çыравçисем
- Раштавăн 16-мĕшĕнче çуралнисем
- 1775 çулта çуралнисем
- Утăн 18-мĕшĕнче вилнисем
- 1817 çулта вилнисем
- Туберкулёзпа вилнисем
- Юрату романĕсен авторĕсем