Пăнчăллă хăлат
Википедири материал
Пăнчăллă хăлат - çăхан пысăкăш кайăк. Çăмартисем (3-4) шурă. Ами пĕр уйăх хушши пусса ларать. Аçи ун валли апат илсе килсе тăрать. Хăвăрт ӳсекен чĕпсене апат нумай кирлĕ пирки аçипе ами пĕр канмасăр ĕçлеççĕ. Тĕп апачĕ - кăшлакан чĕрчунсем. Май килсен кайăк йăвисене те тапăнать, пĕчĕк чĕпсене вăрлать. Вĕçнĕ чухне çунаттисене сарса пăрахса ериппен ярăнса вĕçет. Пирĕн тăрăха ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ, авăнта каяççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн енре сайра тĕл пулакан кайăк.
[тӳрлет] Каçăсем
- www.grauwekiekendief.nl: Website of the Dutch Montagu's Harrier foundation
- http://www.ua.es/proyecto/cenizo/ Пăнчăллă хăлатсене спутник витĕр сăнакан сайт (испанла) (See http://www.seaturtle.org/tracking/?project_id=139&dyn=1158053167 Direct access to maps page in English)
- http://www.i-esfera.com/aguiluchos/index.htm Пăнчăллă хăлат фотогалерейи
- ARKive Ӳкерчĕкпевидеосем