Пĕрре курсах саврăм-ши

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пĕрре курсах саврăм-ши
Юрă
Жанр лирикăллă юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Пĕрре курсах саврăм-шиXX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Александр Сергеев композитор Валентин Урташ сăввипе çырнă.

Юррăн сăвви[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Валентин Урташ

Пĕрре курсах саврăм-ши

Сад пахчинчи сар чечекне
Хитре тесе татрăм-ши
Лешкассинчи сар ачине
Хитре тесе саврăм-ши

Пĕрре курсах, пĕрре пăхсах
Ма юнашар утрăм-ши?
Тус-тантăшпа вăййа тухсан
Ма саншăн çеç çунтăм-ши?

Сарă чечек куç умĕнчех
Çилпе вĕçсе кайрĕ-ши?
Савнă тусăм куç умĕнчех
Урăх хĕрпе кайрĕ-ши?

Эс те чечек, эп те чечек
Ма ик чечек уйрăм-ши
Эс те пĕччен, эп те пĕччен
Ма ик чĕре уйрăм-ши?

Сад пахчинчи сар чечекне
Пĕрре курсах татрăм-ши
Леш кассинчи сар ачине
Пĕрре курсах саврăм-ши?

Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.

Юррăн кĕвии[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Александр Сергеев хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор.

Юррăн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]