Папа флочĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Папа флочĕ (итал. Marina Pontificia) — Папа патшалăхĕн тинĕс-çар флочĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ пулса Льва IV понтификачĕ вăхăтĕнче 849 çулта Ости патĕнчи çапăçуран пуçласа, Лев XIII понтификачĕн вăхăтĕнчи 1878 çула çити пулнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Малтанах Папа патшалăхне Висанти флочĕ хӳтĕленĕ. Харпăр флочĕ кирлĕ шухăш Рима 843 çулта мăсăльмансем тапăнсан тата 846 çулта Рима мăсăльмансем ухтарнă хыççăн çуралать. 849 çулта Папа патшалăхĕн, Неаполь херцăклăхĕн, Амальфи тата Гаэта хуласен пĕрлешĕннĕ флочĕ мăсăльмансене Ости патĕнчи çапăçу аркатать.

Каярах Папăсем тĕрлĕ флотсене Хĕрес харçисенче укçапа пулăшаççĕ, çавăн пекех харпăр флотне те хатĕрлеççĕ, вĕсем вара ытти христиан карапĕсемпе пĕрле Осман империне хирĕçле Кустантин парăнăвĕ хыççăн, çав шутра Венеци майлă пулса турккă-венеци вăрçисене (сăмахран, папа эскадри 1571 çулта Лепанто патĕнч çапăçăва хутшăнать) çапăçать.

Наполеон вăрçисенче папăн мĕнпур вăрçă карапне конфискăланă, вăрçăсем вĕçленсен флот аран-аран ура çине тăма пуçланă. 1819 çулта папа карапĕсен хӳтĕлев килĕшĕвне алпуснă; 1826 çулта папа карпĕсенчен пĕрне мăсăльман хурахĕсен туртса илсен, бей Триполи ăна 10 600 франк компенсаципе, Пьемонт флочĕн икĕ фрегачĕпе шлюпĕ вăйпа юнасан, тавăрса парать.

1823 çулта Папа флочĕ йышне 12-тупăллă «San Pietro» шхунă, куттерсем, фелуксем тата пинас кĕнĕ. Мортирпа хĕçпăшалланнă 12 патруль кимми çырана (пĕр эскадри (8 кимĕ) Адриатика тинĕсĕнче, тепĕр эскадри (4 кимĕ) — Тирра патĕнче) хӳтĕленĕ.

1842 çулта Алессандро Чиальди Аслă Британирен юханшыв-каналсемпе Францирен виçĕ пăрахут илсе пынă, вĕсем вара Тибр тăрăх çӳреме тытăннă. Тăваттăмеш пăрахучĕ — «Roma» — Чиальди ертсе пынипе Анкона патĕнче 1848—1849 çулсенчи пулăмсенче австрисене хирĕç тăнă.

1856 çулта кунчен уйрăм пулнă Тинĕс-çар флотне (итал. Marina da Guerra), Коммерци флотне (итал. Marina di Finanza) тата Тибр юханшывĕн флотне (итал. Marina del Tevere) Папа флотне (итал. Marina Pontificia) пĕрлештернĕ.

1870 çулта итал çарĕсем Рима кĕреççĕ, вара Папа патшалăхĕ Ватикана çити хĕсĕнет. Папа флочĕн юлашки карапĕ — «Immacolata Concezione» карапĕн — франци Тулонĕнче тăма тивет. Лев XIII папа астулне йышăнсан ăна 1878 çулта сутаççĕ (халĕ карап Милан ăслăлăх-технологи Леонардо да Винчи ячĕллĕ музейĕнче, ялавне — Ватиканăн истори музейĕнче упранать).

Карапсем[тӳрлет]

  • Лепанто патĕнче:
    • Capitana (Капитана) ("флагман")
    • Padrona (Падрона) ("эскадра флагманĕ")
    • Suprema (Верховная)
    • Serena (Пăлханусăр)
    • Pace (Лăпкăлăх)
    • Vittoria (Çĕнтерӳ/Виктори)
    • Grifona (Грифон)
    • Santa Maria (Тс. Мари)
    • San Giovanni (Тс. Иоанн)
    • Regina (Патша арăмĕ)
  • San Bonaventura (Св. Бонавентура)[1]
  • San Pietro (Тс. Петĕр) - шхуна
  • San Pietro (Тс. Петĕр) - малтанхи бриг, 1807 ç. арканнă
  • Roma (Рим) - пăрахут
  • Immacolata Concezione (Непорочное Зачатие) - корвет

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Laudonio, Marco. La Repubblica. "Arsenale Pontificio, la rinascita." Op. cit. Указы архитекторов Рима и Провинции.

Каçăсем[тӳрлет]