Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать
Юрă
Жанр Хăна юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулатьXX ĕмĕр вĕçĕнче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Кам ăсталани, текст тата кĕвĕ вăхăт иртнĕ майăн еплерех аталанса пыни паллă. мар. Эппин, ку хайлава фольклор палăрăмĕ темелле. XXI ĕмĕрти тăрăм пирки уçăмлăнах калама çук. Чи паллă чăваш халăх юррисенчен пĕри пулса юлать.

Юррăн сăвви[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать

1. Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать

Çыхма пĕлес пулать анчах мар
Çыхма пĕлес пулать, çума пĕлес пулать
Унсăрăн тĕсне çухатан

2. Савнă мăшăрне тупма пĕлес пулать

Тупма пĕлес пулать анчах мар
Тупма пĕлес пулать, савма пĕлес пулать
Унсăрăн тусна çухатан

3. Турă лашине кÿлме пĕлес пулать

Кÿлме пĕлес пулать анчах мар
Кÿлме пĕлес пулать, тытма пĕлес пулать
Унсăрăн çула çухатан

4. Чĕннĕ хăнине килме пĕлес пулать

Килме пĕлес пулать анчах мар
Килме пĕлес пулать, кайма пĕлес пулать
Унсăрăн чысна çухатан

Фольклор хайлавĕ пулнăран, ку сăввăн варианчĕсем те пулнă, халĕ те пур. Илсе кăтартнă текста чи анлă сарăлнă вариантсенчен пĕри тесе ăнланмалла.

Юррăн кĕвви[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх кĕвви темелле.

Юррăн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]