Раквере

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ра́квере (эст. Rakvere), вырăс çулсырăвĕсенче Раковор, нимĕçле ВезенбергЭстонин çурçĕрĕнчи хули, Ляэне-Вирумаа уесĕн административлă тĕпĕ. Киюла шывĕ çинче вырнаçнă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Валлимяги сăртĕнчи карман ишĕлчĕкĕсем.

Хулана пĕрремĕш хут XIII ĕмĕрте феодал карманĕ çумĕнче никĕсленĕ. 1347-1558 çулсенче хулана Ливон орденĕ тытса тăнă. Кайран Раççей айне пулать, Речь Посполитая шутне кĕрет, Швеци территорине кĕрет. 1710 çулхи Çурçĕр вăрçи хыççăн Раççейе куçăть. 1991 çултанпа — ирĕклĕ Эстони шутĕнче.

Хуларан 7 çм 1268 çулхи нарăс, 18 вырăс çарĕсем нимĕç пĕрлешĕннĕ вăйĕсемпе дани хĕрес сыхлавçисемпе çапăçнă (Раковор çапăçăвĕ).

Хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Промăçлăхĕ: апат-çимĕç тата çăмăлли. Çулçӳревлĕх аталаннă.

Чаплă куравĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Карман ишĕлчĕкĕсем
  • Чиркӳ Ватă хулари
  • Тӳре çурчĕн тата анпарăн çурт-йĕрĕ (XVIII ĕмĕр.).

Этеплĕх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулара театр, сослови музейĕ, тăван ен тĕпчев музейĕ, храм Рождества Пресвятой Богородицы (Мускав Патриархачĕ).