Романова Зоя Васильевна
Романова Зоя Васильевна | |
Çуралнă вăхăт: | 1943, нарăс, 10 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Патирек ялĕ, Шăмăршă районĕ, Чăваш АССР |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | тăлмач, çыравçă |
Пултарулăх çулĕсем: | 1965 - х.в. |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Зоя Васильевна Романова (ку вăл — хĕр чухнехи тата псевдоним пулса тăнă хушамат, чăн хушамат вара Филиппова), 1943 çул, нарăсăн 10-мĕшĕ, Чăваш АССР, Шăмăршă районĕ, Патирек ялĕ çур.) — чăваш тăлмачĕ, çыравçи.
СССР ÇП пайташĕ (1979).
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1943 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи Патирекре çуралнă.
1957 çулта Патирекри çиччĕ çул вĕрентекен шкултан вĕренсе тухнă. Малалла пĕлĕвне Мишер Палтиелти вăтам шкулта ӳстернĕ.
Вăтам шкул хыççăн Чăваш педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ, 1964 çулта вĕренсе тухнă. Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Чăваш кĕнеке издательствинче редактор, Çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче яваплă секретарь вырăнĕсенче ĕçленĕ.
1980-82 çулсенче Шупашкар хулин халăх депутачĕсен Канашĕн депутачĕ пулнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хайлавсене чăвашларан вырăсла куçарас ĕçре тăрăшать. Литература ĕçне 1965 çултанпа кӳлленĕ. Илпек Микулайĕ (кĕнеке вырăсла «Черный хлеб» ятпа тухнă), Анатолий Емельянов («Запоздалый суд»), Марфа Трубина («Детство»), Хветĕр Уяр («Тенета»), В. Садай, Г. Харлампьев тата ытти çыравçă кĕнекисене куçарса кăларнă.