Контент патне куҫ

Патирек

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Патирек
выр. Байдеряково
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шăмăршă районĕ
Ял тăрăхĕ Палтиел
Координатсем 54°56′29″ с. ш. 47°43′07″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем 23%, тутарсем 57%, вырăссем 20% (2002 ç)
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83546
Почтă индексĕ 429182
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 247 803 001
Патирек (Раççей)
Точка
Патирек (Чăваш Ен)
Точка


Патирек, — Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи ял.

Хырла юханшывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Ялăн айлăмрах пайĕнче вырăссем пурăнаççĕ. Ытти тĕлте чăвашсем тата тутарсем. Юлашкинчен асăннисем — чи йышлисем.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 511 çын, çав шутра 248 арçын, 263 хĕрарăм пурăннă[2].

1939 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мишер Патирекпе Чăваш Патиреке пĕрлештерсе туса хунă.

1920 çулхи утă уйăхĕн 29 вăл ялсем Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмăршă вулăсĕнче шутланнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн икĕ ялĕ те Шăмăршă районне кĕнĕ. 1929 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Мишер Патирек ялĕ Шăнкăртан районне, каярахпа, 1939 çулхи нарăçăн 22-мĕшĕ хыççăн, каллех Шăмăршă районне кĕнĕ.

1929-1939-мĕш çулсенче ял, Чăваш АССРĕнче тутар ялĕсенчен тăракан Шăнкăртам районĕ туса хунине кура, Чăваш Патирек тата Тутар Патирек текен пайсенчен тăрать.

1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн пĕрлешнĕ ял Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]