Салампи юрри

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Салампи юрри
Юрă
Жанр лирикăлла юрă
альбомĕн трек-лисчĕ
-


"Салампи юрри" — ĕлĕкрех халăхра анлă сарăлнă юрă. Сăввине Александр Артемьев çырнă, кĕввине çыраканĕ паллă мар, çавна май ăна хăш-пĕр чухне халăх юрри те теççĕ. Юрра чăн малтан халăх çине кăлараканĕ Тамара Чумакова пулнă пулас. Вăл вăхăтри майпа усă курса юрри тăрăх Шупашкарта Атăл хĕрринчи фонтан таврашĕнче киносюжет та ÿкернĕ, каярахпа çак вырăна Юрату сăмсахĕ теме тытăннă.

Юрă кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Салампи юрри"[1][тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çӳл тӳпере çăлтăр вылять,
Сан куçу пек йăлтăртатса.
Чул хушшипе тăр шыв юхать,
Сан куллу пек шăнкăртатса.
 
Сывлăм ӳкет садсем çине,
Кĕмĕл сапса тăван çĕре.
Ăçта-ши эс çак каçхине?
Сана кĕтсе çунать чĕрем.
 
Пĕччен ытла кичем мана,
Сансăр мĕнле çĕр ирттерес?
Мĕн пулчĕ-ши, тусăм, сана?
Ăçта-ши эс? Кампа-ши эс?
 
Шуçăм çути çӳл тупере —
Пуриншĕн те килет ыр кун;
Сӳнми çунать хĕрӳ чĕрем,
Саншăн çунать ман çамрăк чун.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]