Серов Валентин Александрович
Валентин Серов | |
Хăйне хăй ÿкернĕ сăнар - 1901 | |
Çуралнă чухнехи ят: | Валентин Александрович Серов |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1865 çулхи Кăрлач, 7 (19) |
Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург |
Вилнĕ вăхăт: | 1911 çулхи раштав, 5, (чӳк, 22) |
Вилнĕ вырăн: | Мускав |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ |
Жанр: | сăрă ӳнерçи тата ÿкерÿçĕ, çын сăнарĕ ăсти |
Викиампарти ĕçсем |
Валентин Александрович Серов (1865-1911) — вырăс сăрă ӳнерçи тата ӳкерÿçи, çын сăнарĕ ăсти.
Ачалăхпа яшлăх, вĕренӳ çулĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]В.А.Серов 1865-мĕш çупта, кăрлач уйăхĕн 7(19)-мĕшĕнче Санкт-Петербургра кĕвĕ хăйпавçи Александр Николаевич Серовпа Валентина Семёновна Серова (хĕр хушамачĕ Бергман) кил-йышĕнче çуралнă. Вĕсен мапта пыракан шухăшлавлă çемье пулнă. Унăн амăшĕ хăйне май кăмăллă, ирĕклĕхе тухнă хĕрарăм,халăха çутта кăларма ĕмĕтленнĕскер пулнă.
Кашни кĕçнерникун вĕсен килĕнче пулакан тĕлпулусенче паллă çыравçăсемпе кĕвĕпе ÿнер ăстисем Ф. Достоевский, А.Островский, В.В.Стасов,М.М. Антокольский, Н.Н. Ге, И.Е.Репин хутшăннă.Александр Николаевич Серов В. Р. Вагнерпа Ф.Лист кĕвĕ ăстисемпе туслă пулнă. Пĕчĕк Тоша ачаранах илемлĕхе туйса илнĕ.
1871-мĕш çупта унăн ашшĕ вилсе кайнă. 1872-мĕш çуптан Серова ывăлĕпе Мюнхенра пурăнаççĕ,ача К.Кёппинг (1848-1914) ÿнерçĕ патĕнче вĕренет. 1874-мĕш çуптан Парижра пурăнма куçаççĕ, Репин асаилĕвĕ тăрăх, ача 9 çултанах унăн ăсталăх пÿлĕмĕнче (Rue Veron,31) ÿкерчĕкпе сăрă ăсталăхне вĕренме пуçлать.
1876-мĕш çулта Валентин Киеври малтанхи гимназийĕн кĕçĕн класĕсенче вĕренет. Анчах та 3 пуçламăш клас пĕтерсенех хăйне пĕтĕмпех илемлĕхе
халалласа шкултан тухса каять.
1878-1879-мĕш çупсем, Мускав, вăл И.Е.Репин патĕнче вĕренет, унăн кил-йышĕнче пурăнать. Серов Репинпа Мамонтов çуртĕнчĕ (Садово-Спасская урамĕнче) те, Абрамцево хуçалăхра та час хăна пулнă, килте лартнă спектаклĕсенче хутшăннă.
Çулла, 1880-мĕш çупта Репинпа иккĕшĕ Крымпа Запорожьене каяççĕ, Хортица утравĕнче, Днепр çинче, Керчь таврашĕнче, Одессăра,Севастопольпе Бахчисарайра пулаççĕ. Ку çулçÿреврен вĕсем чылай ÿкерчĕксем илсе килеççĕ.
Çавă çултах Антон Ĕмпÿ Ÿнер Академине вĕренме кĕрет. Кунта унăн тĕп ертÿçи П.П.Чистяков пулнă. Малтанхи виçĕ çулĕсене ăнăçлă теме йывăр. Кĕркуннепех, хĕлĕпех вăл гипс пуçĕсем ÿкернĕ, хĕл вĕçĕнче çех ăна гипс кĕлеткисем ÿкерекен класа куçараççĕ. Чистяков каланă тăрăх, пурнăçĕнче те вăл Серов пек илемлĕхе тарăннăн тишкерсе ăнланакан тавракурăмлă çын тĕл пулман. Вĕрентекенсем таса ÿкерчĕксем тума ыйтнă, анчах та унăн ĕçĕсем вĕсен аллине ларайман: пĕрремĕш вырăн вăл икĕ хутчен çех йышăннă. 1883-мĕш çултан ăна ытларах вăтам та кайри йĕрке хисепĕсем лекнĕ. Ун пек пулин те чăн пурнăçран ÿкернĕ этюдшăн вăл Академин Пĕчĕк кĕмĕл медальне илме тивĕç пулнă. 1885-мĕш çупта вĕренме пăрахса тухса харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланă, ÿнер ăсталăхĕнче ытларах та ытларах аталаннă.
Илемлĕх тавракурăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак çулсенчех Серов М.А. Врубельпе(1880-мĕш çул), К.С.Коровин(1884-мĕш çул) ÿнерçĕсемпе паллашать. Аслă юлташĕсем çамрăк Серова вăйлă витĕм кÿреççĕ.
1884-мĕш çупта вăл Абрамцевора хăйĕн палăрса тăракан пĕрремĕш ĕçĕсене—Л.А. Мамонтовапа (Новгородри патшалăхăн пĕрлештернĕ управçĕ-музей) Антокольский сăнарĕсене ÿкернĕ. 1885-мĕш çупхи çу уйăхĕсенче Мюнхента, Берлинпа Дрезденра (Германи), Амстердамра, Гаарлемпа Гаагăра (Голланди), Антверпенпа Брюссельте, Гентпа Брюггере (Бельги) пулать. Кунти ÿнер-кăтарту ретĕсенче вăл аслă Вепаскеспа Рембрандт, Рубенс ĕçĕсемпе паллашнă, тăван çĕршыва чылай ÿкерчĕксемпе кописем илсе килнĕ. Таврăнсанах Антонио д'Андраде юрăç сăнарне ÿнернĕ, анчах хăй ĕçĕпе кăмăллă юлман.
Кĕркунне юлташĕ И.С. Остроухов ăна Крыма чĕнет. Валентин килĕшеть: вăл вăхăтра юнашар Одессăра унăн савнă хĕрĕ, О.Ф.Трубникова пурăннă. Çуркуннеччен вăл Одессăра пулать, Леля Трубникован сăнарĕсене , "Вăкăрсем" ятлă этюд ÿкерет.
1886-мĕш çупта вăл Мускавра, Домоткановăпа Абрамцевора пурăнать, Мускаври Ленивка урамĕнчи юлташĕсен ĕç пÿлĕмĕнче ĕçлет, кунта час-часах Костя Коровин,Саша Головин,Исаак Левитан пулаççĕ. Селезнёв хуçалăхĕн маччине капăрлăнăшăн илнĕ укçипе1887-мĕш çулхи çуркунне вăл Италине çул тытать, унтан чылай ÿкерчĕксемпе Венеци хула сăнарне илсе килет.
Мухтавлă çул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1887-мĕш çупăн çу уйăхĕсенче Серов хăйĕн пĕрремĕш паллă ĕçне— В.С.Мамонтова сăнарне тĕслĕ сăрăпа ÿкерет ("Персиклĕ хĕрача", Третьяков кăтарту ретĕ). Тепĕр çултанах тепĕр чаплă ĕçне туса вĕçленĕ—"Хĕвел çутинчи хĕр" (М.Я.Симанович сăнарĕ, çавăнтах). И.Э.Грабарь асаилĕвĕ тăрăх, ÿнерçĕ ку ĕçĕсемпе кăмăллă юлнă, хăй пурнăçĕнчи ĕçĕсенчен чи çÿллĕ шая лартнă. 1888-мĕш çупхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мускавра 8-мĕш Тапхăрлă кăтарту уçăлнă. Унта Серов "Персиклĕ хĕрача", "Хĕвел çутинчи хĕр", "Кÿлĕ" ÿнерÿсемпе, П.И.Бларамберг сăнарĕпе хутшăннă.Серова кĕтсе илмен ăнăçу лекнĕ. Грабарь сăмахĕ тăрăх, Серов ÿнерÿ ăсталăхне ку таранччен те Раççейра нихçан пулман çÿллĕ шая хăпартнă.
1889-мĕш çупта Серовпа О.Ф.Трубникова мăшăрланаççĕ. Çав çулах вăл арăмĕпе Парижа каять, çав вăхăтра унта Тĕнче курăмĕ пынă. Вĕсем Парижра паллă ÿнерçĕсен хăйлавĕсемпе паллашнă. Пуринчен ытларах Серов Бастьен Лепажа (1848-1884) уйăрса хакланă.
Мускава таврăнсан вăл çĕнĕрен ĕçе кÿлĕннĕ;1890-мĕш çупта С.И.Мамонтовпа А.Мазини сăнарĕсене ÿкерет, Куçса çÿрекен ÿнер кăтартувĕсен юлташлăхне кĕрет. Анчах ăна вĕсен хушшинче тăвăр та пăчă пулнă, унăн вăйлă та улăп таланчĕ ку ушкăнăн ытла ансат та ачапчаллă тĕнчекурĕмне шăнăçайман.
1891-мĕш çупта хăйĕн çывăх тусĕн Константин Коровин, Мориц сăнарĕсене тĕслĕ сăрăсемпе ÿкерет, 1892-мĕш çупĕн ака уйăхĕнче Л.Н.Толстой арăмĕн, С.А.Толстая сăнарне ÿкерет.
1892-1893-мĕш çупсенче Харьков дворянĕсен Пуххи ыйтнипе 3-мĕш Александр патшапа унăн кил-йышĕн сăнарĕсене ÿкерет. Ку ĕçе вĕçлесен Серова сăнарçĕ ячĕ çыпçăнать, ку пĕр енлĕ"чап" ÿнерçĕне тулăхтарайман, сăнарĕсене те ирĕклĕн суйласа илсе ÿкересшĕн пулнă, нуша хĕснипе çех мар.
1893-мĕш çупта вăл Исаак Левитанпа Франческо Таманьо юрăçа ÿкерет, çулла Крымта, Бахчисарайпа Яптăра тавралăха сăнаса ÿкернĕ.
1894-мĕш çупта вăл К.Коровинпа Çурçĕрте пулать, унта ÿкернĕ этюдсене Мюнхенра кăтартаççĕ.
1896-1897-мĕш çупсенче Серов С.Дягилевпа А.Бенуа ушкăнĕпе паллашать, Крылов халапĕсем валли ÿкерчĕксем тăвать. 1896-мĕш çупта ăна 2-мĕш Николай патшан Успенский соборта Коронаци иртнине ÿкерме шанса параççĕ. Ку ĕçе Репинпа Грабарь тата Бенуа питĕ çÿллĕ шая лартаççĕ.
1897-мĕш çуптан Серов Мускаври Ÿнер, çын кĕлеткипе çурт-йĕр тăвас ăсталăхĕ вĕрентĕшĕнче ĕçлет. Унăн вĕренĕкенĕсен хушшинче малашри паллă ÿнерçĕсем—П.В.Кузнецов, М.С.Сарьян, К.С.Петров-Водкин, Н.П.Ульянов, К.Ф.Юон тата ыттисем те пулнă.
1898-мĕш çупта Серов ÿнер академикĕ ятне илме тивĕçнĕ.
Пĕр тăхтав сăнарсем ÿкерменскер, çĕнĕрен вĕсене тытăнать, "Илемлĕх тĕнчи" ушкăнăн кăтартувĕсенче хутшăнать. Унăн юлташĕсен хушшинче— Д.В.Философов, Л.С.Бакст, В.Ф.Нувель, К.А. Сомов, Б.М.Кустодиев,А.Н.Бенуа, С.П.Дягилев, А.П.Остроумова, Е.Е.Лансере.
1899-мĕш çупта Серов С.М.Боткин,А.А.Бахрушин, В.В.Мате, A.K.Глазунов сăнарĕсене ÿкерет.
1900-мĕш çупта вăл Финляндире тĕрлĕ сăнарсем ÿкерет: "Кĕпе-тум чÿхени", "Финн кил-çурти", "Лашана шыва кĕртни". Тепĕр çултан Мика Морозовпа Репин сăнарĕсене ÿкерет. Кĕркунне Белкино хуçалăхра Обнинскийсен икĕ сăнарне ÿкерет.
1902-мĕш çул — И.С.Остроуховпа Юсуповсен сăнарĕсене ÿкерет, Н.Кутеповăн икĕ томлă кĕнеки валли Раççей патшисемпе ĕмпÿвĕсен сунар темине çутатса "2-мĕш Петĕр ĕмпÿпе патша хĕрĕ Елизавета Петровна", "Çамрăк 1-мĕш Петĕр йыттисемпе сунарта", "2-мĕш Кĕтерин сунарта" ĕçсем тăвать.Ку ĕçсене К.Кёппингпа А. Бенуа питĕ çÿллĕ шая лартнă. Бенуа "Елизаветапа 2-мĕш Петĕре" Менцель ÿнерçĕнчи лайăх ĕçĕсемпе танлаштарнă. Сăмах май Адольф фон Менцель (1815-1905) Серовăн юратнă ÿнерçĕсенчен пĕри пулнă.
1903-мĕш çупта йывăр чир пирки ăна операци тăваççĕ. 1904-мĕш çупта Серовсем Италире пулса Флоренци, Римпа Неаполь,Помпея, Болонья, Равенна, Венеципе Падуя хуласемпе паллашнă. Серов А. М. Горький сăнарне ӳкерет.
1905-мĕш çупхи революци вăхăтĕнче хăй пурнăçра курнă ÿкерчĕксем тăвать. Серовпа В.П.Поленов Ÿнер академине 9-мĕш кăрлачри пулăма хирĕçлекен çыру яраççĕ, Серов хăйне академик ятĕнчен хăтарма ыйтать. Çав çулах вăл М.Н.Ермолова, Г.Н. Федотова, Ф.И. Шаляпин сăнарĕсене ÿкерет, революциллĕ хаçат-журналсем валли карикатурăсем ÿкерет.
1906-мĕш çул — Мускав, Петербург, Домотканово, Финлянди. Кăрлач уйăхĕнче ăна тепĕр хут Третьяковсен ÿнер ретĕн канашне суйласа илеççĕ.
1907-мĕш çулта Серов Грецине çул тытать: Афиныра, Критпа Корфура,Патраспа Коринфра пулать. Таврăнсанах "Одиссейпе Навзикая", "Европана вăрлани" ĕçсем тăвать. А.Н.Турчанинов сăнарне ÿкерет, "Юдифь" опера валли театр пусмин каррине илемлететь, тумĕсен валли ÿкерчĕксем хатĕрлет.
1908-мĕш çулта Г.Л.Гиршман, К.А.Станиславский, И.М. Москвин, В.И.Качалов сăнарĕсене ÿкерет.
1909-мĕш çулта Серов Мускаври Ӳнер, çын кĕлеткипе çурт-йĕр тăвас ăсталăхĕ вĕрентĕшĕнчен тухса каять, "Анна Павлова" театр плакачĕ ÿкерет, Т.П.Карсавина сăнарне ÿкерет.
1910-мĕш çупта "Шехерезада" балет валли пусма каррине илемлететь. Кĕркунне Биарицра М.С.Цетлин сăнарне (Рамат-Ганри Илемлĕх музейĕ, Израиль) ÿкерет. Испанире пулса (Мадридпа Толедо, Эскориал) Веласкес, Эль Греко, Гойя, Тициан, Мантенья, Дюрерпа Рафаэль ĕçĕсемпе паллашать. Ида Рубинштейн сăнарне ÿкереть. Анчах-та нумайăшĕ ăна тивĕçсĕр тиркесе хурланă: И.Е.Репин ку ĕçе "гальваникăллă виле" тесе ятланă. Юлашки çулсенче ÿнерçĕ нумай та пултаруллă ĕçлет, чылай сăнарсем, вĕсен хушшинче О.Орлова сăнарне те ÿнерет. Италири Уффици музейĕ ÿнерçĕн хăйне хăй ÿнернĕ сăнарне ыйтать. М.М.Фокин сăнарне ÿкерет.
1911-мĕш çупта Римра Тĕнче халăхĕсен хушшинчи куравĕ иртнĕ, Серов ĕçĕсем валли ятарлă пÿлĕм уйăрса панă. Курав Серовшăн питĕ ăнăçуллă иртнĕ; А.Н.Бенуа ăна çÿллĕ шая хăпартса хакла- нă, 3-мĕш Александр патша музейĕ Ида Рубинштейн сăнарне сутăн илнĕ. Çав çулах вăл Анлире (Лондон) Дягилев труппипе пулать, В.Ф.Нижинский сăнарне ÿкерет.
Анчах та хăйне хӗрхенмесĕр ĕçлени унăн чĕрине хавшатнă, чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче (раштавăн 5-мĕшĕ) Серов сарăмсăр вилсе кайнă. Серов хăй хыççăн хăварнă илемлĕх еткерне кирлĕ шая лартма сăмах та çитмĕ. В.Я.Брюсов каланă тăрăх, унăн вилĕмĕпе эпир пирĕн вăхăтри аслăран та аслă вырăс ÿнерçине çухатрăмăр.
Ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
О.Орлова сăнарĕ -1910
-
2-мĕш Петĕр ĕмпупе патша хĕрĕ Елизавета Петровна - 1902
-
И.И.Левитан сăнарĕ - 1893
-
Аслă кнеç Павел Александрович - 1897
-
Хĕвел çутинчи хĕр - 1888
-
Европана вăрлани - 1907
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Александр Бенуа, Русская школа живописи.М.,"Арт-Родник",1997
- Александр Бенуа. Мои воспоминания. М.,"Наука",1990
- Константин Коровин вспоминает...М., "Изобразительное искусство",1971
- И.Е.Репин,Далёкое прошлое.Л.,"Художник РСФСР",1986
- Валентин Серов в переписке, документах и интервью. Сборник в 2-х т.Л."Художник РСФСР",1989
- В.Смирнова-Ракитина,Валентин Серов.М.,"Молодая гвардия",1961
- Валентин Серов.Альбом,Вып.1-й,М.,"Изобразительное искусство",1975
- Валентин Серов.Альбом,Вып.2-й,М.,"Изобразительное искусство",1975
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Серов Валентин Александрович Викиампарта? |
- Видеоролик «Серов В. А. в Русском музее»
- ValentinSerov.Ru 2013 ҫулхи Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- VSerov.Ru
- Valentinserov.Narod.Ru И. Грабарь о Серове (фрагменты монографии «В. А. Серов. Жизнь и творчество» и книги «Серов-рисовальщик»), воспоминания В. Д. фон Дервиза о Серове
- Валентин Серов — художник Серебряного века 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. (небольшой сайт о Серове с краткой биографией)
- Все картины Валентина Александровича Серова
- Серов Валентин Александрович: биография, статьи, 142 картинны 2013 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Видеосюжет о картине Серова на YouTube
- В. А. Серов в Абрамцеве 2009 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Страница Серова на сайте ArtCatalog.ru 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. (в том числе 194 репродукции произведений художника)
- Шаблон:Staratel.com
- Биография Серова 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. на сайте ArtProjekt.ru
- Анализ картин Серова 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. на Российском общеобразовательном портале Edu.ru
- Краткий анализ трех пейзажей Серова 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. на сайте «Горизонты»
- Монография В.Дмитриева «Валентин Серов» (Петроград, 1916 г.)
- Статья Петра Киле «Валентин Серов» 2013 ҫулхи Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Статья «Валентин Серов. Портрет Фаберже» 2010 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. из ж-ла «Antiq.Info.»
- Валентин Серов. Лучшие произведения. 2013 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Валентин Серов пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки(ĕçлемен каçă)