Словени

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Словени Республики (словен. Slovenija) — Тĕп Европăри Альп ту çумĕнчи патшалăх.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕршыв Тĕп Европăн кăнтăр енче вырнаçнă. Анăçра Италипе, çурçĕрте — Австрипе, çурçĕр-тухăçра — Венгрипе, тухăçра тата — Хорватипе чикĕленет, кăнтăр-анăçра Адриатика тинĕсĕн çыранне тухать.

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Республикăра тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнать.

Хăлăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 95 çын/çм². 50% — хулара, ыттисем — ялта пурăнаççĕ.

Официаллă чĕлхе — словен чĕлхи. Венгри çумĕнчи облаçсенче венгр чĕлхи те официаллă тата Итали çумĕнчи облаçсенче итали чĕлхи официаллă чĕлхесем пулаççĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Славян йăхĕсем Словенин паянкунхи çĕрĕсенче VI ĕмĕрте килсе пурнăçа çавăрса янă. VII ĕмĕрте вĕсем Карантани патшалăхне йĕркеленĕ. 745 çулта Карантани франксен протекторатне йышăннă, çав вăхăтрах 1180 çулченех хăйсен хăшпĕр ирĕклĕх йĕркисене çăлса хăварнă. Франксен сĕмĕпе словенсем Христос тĕнне хутшăннă. 1000 çул майлă каялла словен чĕлхипе пĕрремĕш хутсем — Brižinski spomeniki çырнă. XIV ĕмĕрте Словени çĕрĕсем Габсбургсен айне лекнĕ те кайран Австри-Венгри империне çыпăçнă. Словенине виçĕ провинцине уйăрнă: Крань, Горишку тата Штаерску. 1809—1813 çулсенче Словенин чылай пайĕ Иллири провинцисем шутĕнче пулнă. XIX ĕмĕрте, уйрăмах 1848-1849 çулхи Австрири Революци вăхăтĕнче тата хыççăн та, Словени çĕрĕсенче наци юхăмĕ-туртăмĕ тĕрекленсе пырать (унăн тĕпĕ — Крайна).

Итали 1918 çулта Австри-Венгри импери арканса саланнă май унăн Тинĕсçум облаçне тата Истрăна, çавăн пекех Далмацин пĕр пайне хăйĕн çĕрĕсен шутне кĕртнĕ. Ытти словен çĕрĕсем тепĕр хут йĕркеленнĕ Серби, Хорвати тата Словени патшалăхне хутшăннă, вăл вара 1929 çулта Югослави патшалăхĕ пулса тăнă. Югослави патшалăхĕ Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче саланнă, Словени вара 1945 çулхи юпа, 29 социаллă Югослави шутне кĕнĕ.

1991 çулхи çĕртме, 25 референдум хыççăн Словени хăйĕн СФРЮ пăхăнманлăхне пĕлтернĕ. Словени СФРЮ нумай юн тăкмасăрах ирĕклĕхе тухнă. Ирĕклĕхшĕн пынă вăрçă икĕ эрне те тăсăлман — çав вăхăтра автомобиль çулĕсене сирпĕтсе аркатнă чухне хирĕçӳре темиçе çын — транапорт автомобилĕпе çӳрекенсем вилнĕ.


Links[тӳрлет | кодне тӳрлет]