Сӳтсе явасси:Нуль-матрица
Ну мĕн сĕтĕрмелли пур çав «линейлĕ» тенине? Тивĕçлĕ мар вăл унашкал «хастарлăха»!!! Çук тĕнчере нимле «линей» те!! Нихăш чĕлхере те! Унта вара тĕпре «лини» тени тăрать. Уйрăммăн илсен — тÿрĕ йĕр (чĕмсĕрлĕх йĕркипе). Тÿрĕ йĕрĕн танлăхĕ математикăра, Декартла координатсенче, пĕрремĕш капашлă пĕрпайташлăхсенчен тăрать (лаптак çинче: Ax+By+C=0). Çавăнпа та, ăçта çавнашкал пĕрремĕш капашсем пур, яланах линилле тени СИКСЕ ТУХАТЬ. Питех те ансат. Мĕншĕн çак ансатлăха тата уçăмлăха темле линейсемпе хупласа хумалла? Ырринчен ыррине шырамаççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:08, 2 Чӳк уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Вырăнлă мар аффикс çав месерле форма — чăваш чĕлхин поэтикине пĕтерет. Кассăн-кассăн чыхса кĕртмелле мар. Сайра тĕл пулакан япала вăл. Эсир ăна чоххăм яратăр. Диктор евĕр калаçса тĕрĕслĕр-хе хăвăр çырнине. Фонетикипе такăнуллă. Чăваш çăварĕнче ирĕлмелле мар çыратăр. Viktor (сӳтсе явни) 21:07, 2 Чӳк уйӑхӗн 2021 (UTC)