Çут тĕнчери çичĕ асам
Тĕнчен çичĕ тĕлĕнмеллисем, — авалхи тĕнчери çын тунă тĕлĕнтермĕшсен ят-йышĕ.
Тĕнчери чи тĕлĕнмелле çуртсен ят-йышсене иккĕ пин çул ытла каялла тума пуçланă. Вĕсен авторĕсен хушшинче — паллă историксем, çыравçăсемпе археологсем. Кашни тенĕ пекех шăпах çиччĕ объекта сĕннĕ.
Чи малтанхи ят-йыша Авалхи Грецире пирĕн эрăчен III ĕмĕрте тунă пулнă. Малтан унта виçĕ тĕлĕнтермĕш кăна кĕртнĕ пулнă, кайран вара ыттисене кĕртнĕ. Чи малтанхи тĕлĕнтермĕш шутне Хеопс пирамиди, Çакăнса тăракан садсем, тата Артемида чиркĕвĕ кĕнĕ. Пирĕн кунчен Хеопс пирамидисем кăна упранса юлнă.
Географи тĕлĕшĕнчен илсен çак объектсем пурте Вăтаçĕр тинĕсĕн тухăç енчи пысăках мар территорийĕнче пулнă. Вĕсене тĕрлĕ вăхăтра туса лартнă. Тĕнче тĕлĕнтермĕшĕсенчен пĕрремĕшне 5 пин çул каялла туса лартнă. Çакăнса тăракан садсен çĕр-шывĕ - Вавилон (пирĕн эрăччен VII ĕмĕрте). Кайран кашни ĕмĕрте пĕрер тĕлĕнтермĕш çĕкленсе ларнă.
- Хеопс пирамиди, Гизăра вырнаçнă пысăк пирамида.
- Семирамидăн çакăнса тăракан сачĕсем.
- Эфесри Артемида чиркĕвĕ.
- Олимпири Зевс кĕлетки.
- Галикарнасри мавзолей.
- Родос Колосĕ.
- Александри маякĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхассем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ Google Maps KMZ)
Ку аваллăх пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |