Родос Колосĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Родосри Колосс, — Эгей тинĕсĕнчи Родос утравĕнче вырнаçнă, «Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ» шутне кĕрекен тем пысăкăш статуя.

Пирĕн эрăччен IV ĕмĕрте Родос çине Деметрий полководец çарĕсем тапăннă. Тăшмана чарма май килнĕ. Деметрий хăйĕн çарĕсемпе тарнă, çыран хĕррине çав вăхăтри чи хăватлă хĕç-пăшал — гелеополида хăварнă. Утрав çинче пурăнакансем çак тĕлĕнтермĕш хĕç-пăшала пысăк укçалла сутса янă, çак укçапа тĕнчери чи пысăк статуя туса лартнă. Çак скульптура авторĕ — Харес.

Тĕрлĕ автор Колосс 33-50 метр çӳллĕш пулнă тесе çирĕплетеççĕ. Статуйăна 12 çул тунă, вăл çур ĕмĕртен те каярах тăнă. Пирĕн эрăчен 222 çулта çĕр чĕтреннĕ вăхăтра Колосс ишĕлнĕ.

Страбон ак епле çырнă: «Статуя чĕркуççисем патĕнчен çĕр чĕтренĕвĕпе хуçалса аннăскер çĕр çинче выртатчĕ». Анчах ку вăхăтра та вăл нумайăшне тĕлĕнтернĕ. Аслă Плиний каласа панă тăрăх унăн пысăк пӳрнине хăш-пери кăна икĕ аллипе ыталаса илме пултарнă.

Статуйăн юлашки кунĕсем[тӳрлет]

Ишĕлсе аннăскер вал пин çул патнелле выртнă. 977 çулта Родоса арабсем тытса илсен вĕсем ăна пĕр купсана сутса янă. Пер хроникара каласа панă тăрăх вăл статуйăна 900 тĕве çине тăяса илсе кайнă.