Контент патне куҫ

Тимухха Хĕветĕрĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тимофеев Фёдор Тимофеевич
Тимухха Хĕветĕрĕ
Çуралнă вăхăт: 1887 çул, раштав, 1
Çуралнă вырăн: Якаткасси ялĕ, Етĕрне уесĕ Хусан кĕперни (Муркаш районĕ, Чăваш Республики), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1941 кăрлач, 25
Вилнĕ вырăн: Çĕпĕр, ГУЛАГ
Ăслăх сфери: педагогика, филологи
Альма-матер: Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ

Тимухха Хĕветĕрĕ, — чăваш чĕлхине тĕпчекенĕ, вĕрентекен. Чăн ячĕ Тимофеев Фёдор Тимофеевич. 1887 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи (халĕ Муркаш районĕ) Якаткасси ялĕнче çуралнă. 1941 çулхи кăрлачăн 25 ГУЛАГ лагерĕнче вилнĕ.

Орфографипе пунктуаци йĕркисене пĕрремĕш йĕркелекенĕ. Вăлах пĕрремĕш тăван чĕлхе вĕренӳ кĕнекисене тата программисене хатĕрлекен. Пособисем çавăн пекех хатĕрленĕ. Вĕсене вăл чăваш тата вырăс чĕлхисем çинче хатĕрленĕ [1][2]

1909 çулта Çĕмпĕрти чăваш вĕрентекенсен шкулне, 1930 çулта СССР АН çумĕнчи Яфет институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1918 çултанпа Етĕрне шкулĕнче вĕрентекен, 1921 çулта Вăрнарти педагогика курсĕсен заведующиĕ пулса ĕçленĕ. 1918 çулта «Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков в инородческих училищах» брошюрине пичĕтлесе кăларнă. Ун хыççăн «Книга для обучения чувашскому правописанию» кĕнеки тухнă. Вăл кĕнекен иккĕмĕш кăларăмĕ 1922 çулта кайран тухнă.

Фёдор Тимофеев 1922-1925 çулсенче чăваш чĕлхине Çĕмпĕрти педагогика тата ял хуçалăх техникумĕсенче вĕрентнĕ. Вăл вăхăтрах Чăваш музейĕн заведующиĕ пулнă. Ку тапхăрта унăн «Грамматика чувашского языка: фонетика и морфология» (1924), «Основы чувашского синтаксиса» (1924), «Пунктуация письма» (1925), «Чувашское письмо» (1926) кĕнекисем тухнă.

Аспирантура хыççăн Фёдор Тимовеевич ЧНИИ-ĕн чĕлхен уйрăмĕн ертӳçи, кайран директор çумĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ. 1930-1934 çулсенче педагогикăпа ял-хуçалăх институтĕсенче доцент шайĕнче чăваш чĕлхин лекциĕсене вуланă. Ку çулсенчех Т.М. Матвеевпа пĕрле 5-7 классем валли тăван чĕлхе вĕренӳ кĕнекине çырнă. Ку вĕренӳ кĕнекине кайран пиллĕк хут çĕнĕрен пичетлесе кăларнă.

1937 çулта ăна айăпсăр репрессиленĕ. 1941 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче ГУЛАГра çĕре кĕнĕ.

1956 çулта реабилитациленĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Чăваш чĕлхийĕн крамматикĕ. Синтаксис тĕпĕсем. Ш., 1924;
  2. Чăвашла çырасси. Ш., 1926;
  3. Чăваш чĕлхине вĕрентмелли меттотĕк кĕнеки. Ш., 1930;
  4. Чăваш чĕлхин грамматики. Морфологи. 5-мĕш вĕренӳ çулĕ. Ш., 1933 (Т.М.Матвеевпа пĕрле).
  5. Тимухха Хĕветĕрĕ (Ф. Т. Тимофеев). Чăвашла çырасси / Тимухха Хĕветĕрĕ (Ф. Т. Тимофеев). – Шупашкар : Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1926. – 45 с.
  6. Тимухха Хӗветӗрӗ. Чӑваш пурнӑҫин хисепӗсем / Тимухха Хӗветӗрӗ. - Шупашкар: Чӑваш кӗнеке уйрӑмӗ, 1926. - 51 с.
  7. Тимухха, Хӗветӗрӗ. Чӑваш чӗлхине вӗренмелли кӗнеке : граматикӑпа тӗрӗс ҫырма вӗренесси: пуҫламӑш шкул валли / Тимухха Хӗветӗрӗ. - Чӑваш патшалӑх изд–ви, 1933. - 1–мӗш пайӗ. - 48 с.
  8. Тимухха, Хӗветӗрӗ Чӑваш чӗлхине вӗренмелли кӗнеке : грамматикӑпа тӗрӗс ҫырма вӗрентесси: пуҫламӑш шкул валли / Тимухха Хӗветӗрӗ. - Шупашкар: Чӑваш патшалӑх изд–ви, 1933. - 2–мӗш пайӗ. - 96 с.
  9. Тимухха Хветĕрĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентмелли меттодĕк кĕнеки [Текст] / Тимухха Хветĕрĕ, 1930. - 127 с.
  10. Тимофеев, Ф. Чӑвашла тӗрӗс ҫырмалли пӑравӗлӑсем / Ф. Тимофеев. - Казань : Типо-литография Казанского университета, 1919. - 16 с.
  11. Тимухха Хӗветӗрӗ. Чӑвашла ҫырма вӗренмелли кӗнеке / Тимухха Хӗветӗрӗ. - Казань : Казанское чувашское издательство, 1922. - 28 с.
  12. Тимофеев, Ф. Т. Материалы к вопросу о перестройке грамматики чувашского языка / Ф, Т. Тимофеев. -Чебоксары: Чуваш. кн. изд–во, 1932. - 53 с.
  13. Тимофеев, Ф. Т. Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков по русскому языку в инородческих училищах : изд. Казан. Губерн. Земства / Ф. Т. Тимофеев. – Казань, 1918. – 30 с.
  14. Тимофеев, Ф.Т. Несколько слов о Чувашской школе. / Ф. Т. Тимофеев. – Чебоксары: Чуваш. отд-ние гос. изд-ва, 1921. - 24 с.
  15. Тимофеев, Ф. Т. Русская грамматика в нацменских школах : пособие по русскому языку для техникумов и для преподавателей школ повышенного типа и I-ой ступ. турецких и финских народностей / Ф. Т. Тимофеев. – Чебоксары : Чуваш. гос. изд-во, 1930. – 175 с.
  1. Андреев, И. А. Синкер саманара пуçа хунисем / И. А. Андреев // Халăх шкулĕ = Народная школа. – 2000. – № 4. – С. 110-113.
  2. Арланова, Е. Ӑс-тӑна хускатакан сӑмахсем : (Ф. Т. Тимофеев (Тимухха Хӗветӗрӗ) ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май) / Е. Ф. Арланова // Хыпар. – 2012. – 14 нарӑс. – С. 4.
  3. Арланова, Е. Паллӑ тӗпчевҫӗ тата пултаруллӑ куҫаруҫӑ : (Ф. Т. Тимофеев (Тимухха Хӗветӗрӗ) ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май) / Е. Арланова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш р-нӗ). – 2012. – 15 нарӑс. – С. 3.
  4. Ахмерова, Г. Тимухха Хĕветĕрĕ – хастар чĕлхеçĕ / Г. Ахмерова // Ялав. – 1998. – № 3. – С. 101-102.
  5. Ахмерова, Г. Тимухха Хĕветĕрĕ – чĕлхе тĕпчевçи, куçаруçă / Г. Ахмерова // Тăван Атăл. – 1998. – № 2. – С. 58-59.
  6. Дедушкин, В. Виçĕ улăп / В. Дедушкин // Сувар. – 2001. – 11 çу (№ 19). – С. 6.
  7. Прокопьева, Р. Шывпа юхса, çилпе вĕçсе ан кайтăрччĕ / Р. Прокопьева // Хыпар. – 2007. – 8 çу.
  8. Скворцов, Г. Тĕпчевĕсем кивелмен : Тимухха Хĕветĕрĕ çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май / Г. Скворцов // Тӑван Атӑл. – 2012. – № 3. – С. 74-76.
  9. Скворцов, Г. Хапăс шкулĕ 160 çулта / Г. Скворцов // Ҫӗнтерӳ çулĕ (Вăрнар р–нĕ). – 2006. – 14 кăрлач. – С. 2.
  10. Скворцов, Г. К. Хапăс шкул историйĕнче те йĕр хăварнă / Г. К. Скворцов, И. Игнатьева // Ҫӗнтерӳ çулĕ (Вăрнар р-нĕ). – 2007. – 7 пуш.
  11. Станьял, В. Ҫавах вилетӗп тесен те – ыраш акса хӑварасах пулать... : (Тимухха Хӗветӗрӗн 125-мӗш ҫулӗн асӑмне, 14.02.2012) / В. Станьял // Хыпар. – 2012. – 26 ака. – С. 3.
  12. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимухха Хĕветĕрĕ) // Муркашсем – ăслăлăх çыннисем = Ученые – уроженцы Моргаушского района. – Чебоксары, 2001. – С. 118-120.
  13. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимухха Хĕветерĕ) // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : биобиблиогр. указ. – Шупашкар, 2006. – С. 193-196.
  14. Андреев, И. А. Из истории чувашской грамматической мысли (Ф. Т. Тимофеев) / И. А. Андреев // Историко-этимологическое изучение чувашского и алтайских языков : материалы науч. конф., посвящ. 80–летию акад. М. Р. Федотова. – Чебоксары, 1999. – С. 32-33.
  15. Андреев, И. А. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимуха Хĕветĕрĕ) / И. А. Андреев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 223-224.
  16. Данилова, М. Г. Роль трудов И. Я. Яковлева, Н. И. Ашмарина и Ф. Т. Тимофеева по терминологии в воспитании языковой культуры чувашского народа / М. Г. Данилова // Духовно-нравственное просвещение и воспитание молодежи: история и современность : сб. ст. – Чебоксары, 2006. – С. 57-66
  17. Зайцева, Е. Знали беды языковеды / Е. Зайцева // Совет. Чувашия. – 2007. – 16 февр. – С. 3.
  18. Золотов, Н. Я. Т. М. Матвеев и Ф. Т. Тимофеев / Н. Я. Золотов // Ученые записки / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1969. – Вып. 39. – С. 240-245.
  19. Павлов, И. П. Неутомимый исследователь / И. П. Павлов // Они боролись за счастье народное. – Чебоксары, 1988. – Вып. 4. – С. 246-250.
  20. Тимофеев Федор Тимофеевич // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. – Чебоксары, 2013. – С. 225-229.
  21. Тимофеев Федор Тимофеевич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 349.
  22. Тимофеев Федор Тимофеевич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 404.
  23. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимухха Хĕветĕрĕ) // Моргаушский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2002. – С. 139.
  24. Федотов, М. Р. Ф. Т. Тимофеев (1887-1941) // Федотов, М. Р. Исследователи чувашского языка / М. Р. Федотов – Чебоксары, 2000. – С. 115-119.
  25. Хузангай, А. П. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимуха Хĕветĕрĕ) / А. П. Хузангай // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 402.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]