Чăваш Республики
| Çак статьяна е уйрăма юсамалла.
Статьяна статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле.
|
|
|||||
![]() |
|||||
| Тĕп хули | Шупашкар | ||||
| Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
81 18 300 км² |
||||
| Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
41 1 346 300 патнелле(2002) |
||||
| Федераллă округ | Атăлçи федераллă округĕ | ||||
| Экономика регионĕ | Атăл-Вятка районĕ | ||||
| Регион номерĕ | 21 | ||||
| Патшалăх чĕлхисем | чăваш, вырăс | ||||
| Президент | Михаил Игнатьев | ||||
| Министрсен кабинечĕн Ертӳçи | Иван Моторин | ||||
| Патшалăх Канашĕн Ертӳçи | Юрий Попов | ||||
| Гимн | Чăваш Ен гимнĕ | ||||
| Вăхăт поясĕ | ГВ +0300 | ||||
Чăваш Республики — Раççей Патшалăхĕн Атăлçи Федераллă Округне кĕрекен республика. Тĕп хули — Шупашкар. Республикăн патшалăх чĕлхисем: чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи.
Республика президенчĕ — Игнатьев Михаил Васильевич.
Чăваш Ен Мари Республикипе, Чулхула облаçĕпе, Тутарстанпа, Мордва республикипе, Чĕмпĕр облаçĕпе юнашар вырнаçнă.
Республика кунне çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче палăртаççĕ.
Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕ Cap.ru.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Чăваш Республики çĕрĕсем Тухăç-Европа тӳремĕн тухăçĕнче, ытларах Атăлăн сылтăм енĕнче, унăн Сăрпа Сĕве юпписем хушшинче выртаççĕ.
Анăçра Чулхула облаçĕпе, çурçĕрте Мари Эл Республикипе, тухăçра Тутарстанпа тата Мордовипе кăнтăрта Чĕмпĕр облаçĕпе чикĕ тытать.
Республикăн чи çӳллĕ вырăнĕ Улатăр районĕнчи Шумы ял çывăхĕнче вырнаçнă. Çӳллĕшĕ — тинĕс шайĕнчен шутласан 271 метр.
[тӳрлет] Тăпра
Паха хура тăпраллă çĕрсем республикăн кăнтăр-тухăçĕнче, Тутарстанпа юнашар çĕрĕсенче, кăнтăр-анăçĕнче, Сăртан тата Мăн тата Кĕçĕн Çавалтан анăçалла вырнаçнă.
[тӳрлет] Шыв управĕсем
Атăлăн гидроэлектропотенциалне республикăра Шупашкар ГЭСĕнче пĕтĕмпех пурнăçа кĕртмен.
[тӳрлет] Çĕр айĕнчи усăллă минералсем
Фосфорит минералĕсен янтă пурлăхĕ 148,7 млн т, çунăк сланецсен — 199,1 млн т, торф.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
- Тĕплĕнрех Чăваш Ен историйĕ, Чăваш Ен хронологийĕ статьясене пăхăр.
Ку тăрăха çынсем 80 пин çул каялла пурăнма килнĕ. Археологсем Чăваш Енре апаш, анань, хулаш этеплĕхĕн вырăнĕсене тупса палартнă.
Чăвашсен мăн аслашшĕсем ку тăрăха VII ĕмĕрте çитнĕ. Кунта вĕсене Кăтра Паттăр ертсе килнĕ. Атăлпа Чулман Атăл хушшинчи çĕрсем çине çитнĕ хыççăн çĕнĕ патшалăх йĕркеленме тытăнать — вăл историре Атăлçи Пăлхар ятпа юлнă. Атăлçи Пăлхар питĕ вăйлă патшалăх пулнă. Унăн çĕрĕсем хальхи Чулхулапа Урал тăвĕсем таран çитнĕ. Патшалăх культура енĕпе вăйлă аталаннă — паллă çыравçăсем, ăсчахсем пурăннă.
XIII ĕмĕрте монголсем пĕтĕм тĕнчене кисретме тытăнаççĕ, пĕр халăх хыççăн тепĕр халăха хăйсене пăхăнтараççĕ. 1223 çулта Атăлçи Пăлхар тапăнса кĕнĕ монголсене чи малтан çапса аркатнă. 1229, 1232 çулсенче вĕсем каллех Атăлçи Пăлхара тытса илес шухăшпа килеççĕ, анчах та вĕсене çăпса аркатаççĕ. Темле вăйлă патшалăх пулсан та 1236 çулта Атăлçи Пăлхар тутар-монголсене парăнать. Çапах та вĕсем ку тăрăхра канлĕ хуçаланайман — çăлăнса юлнă халăх темиçе хут та пăлхав çĕкленĕ. 1241 çулта вара тутар-монголсен ку çĕрсене иккĕмĕш хут çĕнсе илме тивет. 1242 çулта Ылтăн Урта йĕркеленет, ку çĕрсем вăл патшалăха кĕреççĕ. 1361 çулта ку çĕрсем çине Ылтăн Уртапа хирĕçсе кайнă Уксак Тимур килсе кĕрет — нумай халăха касса тухать.
1437–1445 çулсенче ку çĕрсем çинче Хусан ханлăхĕ йĕркеленет, Чăваш Ен çĕрĕсем унта кĕреççĕ. 1552 çулта вырăссем Хусана çĕнсе илеççĕ, чăвашсем те вĕсене самай пулăшаççĕ. Чăвашсем хăйсен патшалăхне туса хума ĕмĕтленеççĕ, анчах та вырăссен шухăшĕпе вăл килĕшмест — ку çĕрсене Раççейе кĕртеççĕ.
Раççей шутĕнче пурăннă вăхăтра Чăваш Ен çĕрĕсем çинче темиçе вăрçă тухать — пурте вĕсем çĕрĕçченсене пусмăрланинчен хăтарассипе çыхăннă. Степан Разин, Емельян Пугачёв ертсе пыракан вăрçăсене чăвашсем уйрăмах анлăн хутшăнаççĕ.
1917 çулта Раççей империнче революци пулса иртет — хура халăх влаçа хăй аллине илет, совет тапхăрĕ пуçланать. Совет тапхăрĕнче чăвашсен автономлă облаçĕ, каярахпа республики йĕркеленет.
1992 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикине туса хунă.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1920 çулхи халăх çыравĕпе нумаях вăхăт кăна мар каялла туса хунă Чăваш автономлă облаçĕнче 4 хула тата 1738 ял пулнă, 805 пин çын пурăннă, вĕсенчен хула çыннисем 19,7 пин, ял çыннисем 785.1 пин çын шутланнă. Чăвашсем 80, 5%, вырăссем 11, 5%, тутарсем 3,9%, марисем 3,6% мордвасем 0,5% шутланнă.
1989 çулхи халăх çыравĕпе республикăра 55 тĕрлĕ халăх çынни пурăннă. Вĕсенчен иккĕ виççĕмĕш пайĕ чăвашсем пулнă, чĕрĕкрен ытларах — вырăссем:
| Халăх | Йышĕ, 1989 çул, пин |
|---|---|
| Чăвашсем | 67,8 % |
| Вырăссем | 26,7 % |
| Тутарсем | 2,6 % |
| Мордвасем | 1,4 % |
| Çармăссем | 0,3 % |
| Ыттисем | 1,2 % |
| 1000 çын ытла йышлă халăха кăтартнă |
2002 çулхи халăх çыравĕ вара республикăра 106 тĕрлĕ халăх таран пурăннине палăртнă. Çавăн пекех иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен ытларах чăвашсем, чĕрĕкрен ытла вырăссем пурăннă:
| Халăх | Йышĕ, 2002 çул, пин (*) |
|---|---|
| Чăвашсем | 889,3 (67,69 %) |
| Вырăссем | 348,5 (26,53 %) |
| Тутарсем | 36,4 (2,77 %) |
| Мордвасем | 16,0 (1,22 %) |
| Украинсем | 6,4 (0,49 %) |
| Çармăссем | 3,5 (0,27 %) |
| Белоруссем | 1,9 |
| Эрменсем | 1,3 |
| 1000 çын ытла йышлă халăха кăтартнă |
2005 çулхи кăрлачăн 1 тĕлне республикăра 1299.3 пин çын пурăннă, вĕсенчен виççĕ тăваттăмĕш пайĕ (71,8%) Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăннă.
[тӳрлет] Ĕненӳ
[тӳрлет] Экономика
[тӳрлет] Культура
[тӳрлет] Литература
[тӳрлет] Театрсем
- Чăваш патшалăх К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ
- Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕ
- Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ
- Чăваш патшалăх пукане театрĕ
[тӳрлет] Музейсем
[тӳрлет] Массăллă информаци хатĕрĕсем
[тӳрлет] Çутĕç, ăслăлăх
Пурĕ Республикăра 1062 вĕренӳ заведенийĕ. Вĕсен шутĕнче 430 шкул çулне çитмен ачасем валли, 564 шкул, 16 интернат шкулĕ, 4 ача çурчĕ, 27 професси училищи, 32 вăтам пĕлӳллĕ професси илмелли заведени, 21 аслă вĕренӳ заведенийĕ.
[тӳрлет] Спорт
[тӳрлет] Хуласемпе паççулкăсем
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Авалхи чăваш сăвăçисемпе юрăçисем.
- Авалхи чăваш ламтайĕсем (авалхи паллă чăваш çыннисем)
[тӳрлет] Каçăсем
| Чăваш Республики Викиампарта? |
- Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕ;
- «Карты Google» çинчи Чăваш Ен картти;
- Кĕске чăваш энциклопедийĕ.
- Чăваш Ен картти;
- Чăваш Енĕн интерактивлă картти тата gps-навигатор картти;
- Перекрестный каталог чувашских сайтов;
- Чăваш Енĕн регион хыпар интернет-порталĕ.
- Торгово-промышленная палата: о Чувашии
|
|
|
|---|---|
| Этеплĕх | Литература • Мусăк • Ӳнер • Синематограф • Тетел • Апат-çимĕç • Театр • Архитектура • Ятсем |
| Чăваш Енĕн кун-çулĕ | Аслă Пăлхар • Атăлçи Пăлхар • Ылтăн Урта • Хусан ханлăхĕ • Мускав патшалăхĕ • Раççей Империйĕ • СССР • Раççей Федерацийĕ |
| Тĕне тытни (алфавитпа) |
Атеизм • Православи Ислам • Чăваш халăх йăли • Халаплăх |
| Чăваш халăх вырăнĕ | Чăваш Республики • Чĕмпĕр облаçĕ • Тутарстан • Пушкăрт Республики • Самар облаçĕ • Тĕмен облаçĕ • Чăваш диаспори |
| Тĕрлĕ | Вирьял • Анат енчи • Анатри • Паллă чăвашсем |
| Раççейĕн федераци тытăмлăхĕ | ||
|---|---|---|
| Республикăсем | Адыгея • Алтай • Пушкăртстан • Буряти • Дагестан • Ингушети • Кабарда-Балкари • Калмыки • Карачай-Черкеси • Карели • Коми • Мари Эл • Мордва Республики • Саха (Якути) • Çурçĕр Осети • Тутарстан • Тăва • Удмурти • Хакаси • Чечен Республики • Чăваш Ен | |
| Енсем | Алтай • Байкал Лешьен • Камчатка • Краснодар • Красноярск • Пермь • Тинĕсçум • Ставрополь • Хабаров | |
| Облаçсем | Амур • Архангельск • Аçтăрхан • Белгород • Брянск • Улатимĕр • Волгоград • Вологда • Воронеж • Иваново • Иркут • Калининград • Калуга • Кемĕр • Киров • Кострома • Курган • Курск • Ленинград • Липецк • Магадан • Мускав • Мурман • Чулхула • Новгород • Çĕн Çĕпĕр • Омск • Ăренпур • Орёл • Пенза • Псков • Ростов • Кисан • Самар • Сарăту • Сахалин • Свердловск • Смулен • Тамбов • Тĕвер • Томск • Тулă • Тĕмен • Чĕмпĕр • Челепи • Ярославль | |
| Федераци шайĕнчи хуласем | Мускав • Санкт-Петербург | |
| Автономи облаçĕ | Еврей | |
| Автономи тăрăхĕсем | Ненец1 • Хантă-Манси — Югра² • Чукотка • Ямал-Ненец² | |

