Тоомас Хендрик Ильвес

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
2006 çулхи авăнăн 23 тăракан Президент Суйлава çĕнтернĕ Ильвес

Тоомас Хендрик Ильвес (эст. Toomas Hendrik Ilves), — Эстони президенчĕ. 1953 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Стокгольм хулинче эстон эмингранчĕсен кил-йышĕнче çуралнă.

Эстон чĕлхисĕр пуçне акăлчан тата швед чĕлхисене пĕлет.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1960-мĕш çулсенче Ильвес кил-йышĕ АПШна куçнă. Унта вăл икĕ университет (Пеннсильвани тата Колумби университечĕсене) пĕтернĕ, психологи енĕпе ăслăлăх степеньне илнĕ.

Канадăра эстон чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Мюнхенра "Ирĕклĕ Европа" радиостанцинче ĕçленĕ. Çавăн пекех АПШра, Канадăра, тата Мексикăра элчĕ пулнă.

1996-1998, 1999-2002 çулсенче тулаш патшалăхсен ĕçĕсен министерствине ертсе пынă.

2006 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Эстони президенчĕ вырăнне суйланă.