Тури Туçа ял вулавăшĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тури Туçа ял вулавăшĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче вырнаçнă ял вулавăшĕ.

Вулавăш заведующиĕ — Воробьева А. А. 2003 çулта вăл çемье пултарулăхĕн фестивальне хастар хутшăннăшăн Чăваш Енĕн культура тата халăхсен ĕçĕсен министерствин дипломне тивĕçнĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1937 çултанпа ĕçлекен вулавăш çурчĕнчен пулса кайнă. Вулавăш çурчĕ Макар Крысин пӳртĕнче вырнаçнă пулнă.

Библиотекарь вырăнĕнче нумай çул Тестова Юлия Егоровна ĕçленĕ.

Кĕске сăмахсар[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вулавăш — библиотека; çавăн пекех библиотека çумĕнчи кĕнеке вуламалли пÿлĕм (зал). Вула глаголтан пулнă сăмах.

Кĕнекесар — кĕнекесем усракан вырăн, вăл шутра — библиотека та. Кунта вуламалли ятарлă пÿлĕм пулмасса та пултарать. Кĕнеке сăмах çумне -сар аффикс хушăннипе пулнă ăнлав.