Умпăрсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Умпăрсем - Çурçĕрпе Вăта Италире пурăннă авалхи итал йăхĕ.

Умпăрсем авалхи итали йăхĕсенчен пĕри шутланать. Умпарсен чылай хулисене пирĕн эрăччен IX - IV ĕмĕрсенче никĕсленĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Умпăрсем хăйсене ромейсем çĕнтерсе иличченех ирĕклĕ общинăсен пĕрлешĕвĕнче тăнă. Вĕсен политика пурнăçĕ умпăр хулисенче çеç кĕрленĕв. Пĕрлĕлĕхĕн тытăмĕ вăрçă рангĕпе йĕркеленнĕ ушкăнсенчен тытăнса тăнă. Август тăрăмра чухне тăваттă умпăр аристокрачĕ сенатор вырăнне йышăннă, Нерва император çемьи Умпăр кăкĕнчен тухнă.

Ромейсем пĕрремĕш умпăрсемпе пирĕн эрăччен 310 çулта хутшăнма тытăннă та вĕсене 260 çулта хăйсен çумне хушнă. Самнит тапхăрĕнче умпăрсем Рима тăшманлă коалицие кĕнĕ. Италие пĕрлештерсен хăшпĕр умпăр тулли гражданлăха е сасă прависĕр гражданлăха тивĕçнĕ. Юлий саккунĕпе 89 çулта умпăрсем рим гражданлăхне кĕнĕ.

Умпри çĕрĕсем çурçĕртен Альп тăвĕсемпе, тухăçран Иллирипе, Лигурипе анăç енче чикĕ тытнă. По шывĕн кӳлмекĕнче Атриапа Спина умпăр сутă-илӳ хулисем вырнаçнă пулнă. IX - IV ĕмĕрсенче Умприе Греципе Этрурирен япала турттарса килнĕ.

1444 çулта тупнă игувин тапалĕсем умпăрсен тĕнĕ çинчен чылай хыпар параççĕ. Умпăр туррисен пантеонĕнче Ферони, Валенти, Минерва тата урăххисем те. Храмсенче бронзăран шăратнă турă кĕлеткисем тăнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]