Ур

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Уршумерсен Икшывхушшинчи авалхи хулисенчен пĕри. Ур хальхи Иракăн кăнтăрĕнче, Евфратран анăç енче вырнаçнă.

Ур номĕ[тӳрлет]

Ном Ур (шум. Урим, халĕ Телль-эль-Мукайяр) Евфрат шывĕн кӳлмекĕ çумĕнче вырнаçнă. Çак ном шутне, Ур хулисĕр пуçне, Эриду (халĕ Абу-Шахрайн), Муру тата Эль-Обейд сăрчĕ айне кайнă (унăн шумер ятне палăртайман) пурăну вырăнĕ кĕнĕ. Урăн пĕрлĕх турри Нанна шутланнă. Эриду хулинче Энки турра этепленĕ.

Ур историйĕ[тӳрлет]

Хулана пирĕн эрăччен V пинçуллăх çулĕсенче никĕсленĕ. Урăн çӳллĕ чап тапхăрĕ пирĕн эрăччен III пинçуллăхра, Малтанхи Ăрулăх тапхăрĕнче (пирĕн эрăччен 3000 — 2400 ç.ç.). Çакăн хыççăн хăвачĕ чакать пулин те, Ур 3-мĕш ăру тапхăрĕнче (пирĕн эрăччен XXI ĕмĕр) каллех аталанма тытăнать. Çак ăрăва никĕслекенĕ — Ур-НаммуУйăха хисеплекен Нанну турă валли питĕ пысăк зиккурат туса лартать.

Малтанхи Ăрулăх тапхăрĕнче 3 пайĕнче Ур хулине Урăн лугалейсен I-мĕш ăрăвĕн тытăмĕнче пулнă

Урăн I-мĕш ăрăвĕн лугалĕсен «Патша шучĕсенче» çитменлĕхпе йăнăш чылай. Тӳрĕ тĕрĕс çырнипе çак ăрун 6 ят пулни паллă. Шучĕсем вĕсенчен тăваттăшне çеç çирĕплетеççĕ, тепĕр, Балулу ята, йăнăш пулас, асăнаççĕ.

Урăн I-мĕш династин хăвачĕпе пуянлăхне хула вырăнĕнче тупнă патша тупăкĕсем кăтартаççĕ. Ур лугалĕсен пуянлăхĕ храм çĕрĕсене туртса илнипе çеç мар, çаплах та сутă-илӳ ĕçĕсемпе те ӳссе пынă.

Вавилон тапхăрĕнче те Ур шумерсен сумлă хули шутланнă. Пирĕн эрăччен IV ĕмĕрте хулара пурăнакансем çанталăк климачĕ улшăннă сăлтавĕпе кунтан куçса кайнă.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]