Фирвальдштет
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фирвальдштет, — Швейцаринчи кӳлĕ, Альп тăвĕсем çумĕнче вырнаçнă. Тинĕс шайĕнчен 434 метр çуллĕшĕнче вырнаçнă. Кӳлĕ тăватă пайран тарать, пер-пĕринпе вĕсем çинçе шыв пырĕсемпе çыхăннă. Вăл пырсен сарлакăшĕ пĕр çухрăм патнелле. Кӳлĕ урлă Рейс юханшыв юхса иртет.
Кулĕ системин тăршшĕ 38 çухрăм, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 113,8 км2. Чи тарăн вырăн — 214 метр.
Çыранĕсем хĕрринче канмалли вырăнсем питĕ нумай. Çав шутра Люцерн хули те.
Çул-йĕр [тӳрлет]
Кӳлĕ тăрăх карапсем ишеççĕ, тĕп пайĕнче паромлă çыхăну пур.
Пурлăх [тӳрлет]
Кӳлĕре форель пулла тытаççĕ.
| Фирвальдштет кӳлли Викиампарта? |