Фукусима-1 АЭС-ĕнчи авари

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

АЭС 1-мĕш энергоблок сирпĕнни

Фукусима-1 АЭС-ĕнчи авари (Япони)
Locator Dot2.gif
Фукусима АЭСĕ (1 и 2) Япони картти çинче.

'Фукусима-1 АЭС-нчи авари —2011-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче çĕр чĕтренĕвĕ тата цунами [1] хыççăн пулса иртнĕ анлă йĕр хăварнă[2], официаллă çынсем каланă тăрăх INES шкалипе 5-мĕш шайри радиаци аварийĕ .

Хроника[тӳрлет]

пушăн 11-мĕшĕ[тӳрлет]

Станци çӳлтен пăхсан.(1975 çул). Цифрăсемпе энергоблоксене палăртнă (6-мĕш энергоблока туса пĕтермен

Çĕр чĕтренĕвĕ вăхăтĕнче 3 ĕçлекен энергоблока штатлă ĕçленĕ автоматика сыхлавĕ ĕçлеме чарнă. Анчах пĕр сехетрен çĕр чĕтренĕвĕ хыççăн пулнă цунами пирки станцине электричество çитме прахнă (çав шутра авари дизель генераторĕсенчен)., [3][4][5][6]. Электричество сӳнтернĕ реакторсенче тухакан ăшша илме кирлĕ. Вэй — Вигнер формулипе килĕшӳллĕн, çак ăшă реактора сӳнтерсен малтанхи çеккунтсенче чаричен кăларнă ăшă хăвачĕн 6,5 %, тепĕр сехетрен 1,4 % яхăн, çулталăкран - 0,023 % [7]. Резерври дизель электростанцийĕсене çухатсанах станци хуçи, TEPCO компани Япони правительствине авари ситуациĕ çинчен пĕлтернĕ. Çавăн хыççăн чи малтанхи тĕллев — авари системине электричествопа тивĕçтересии пулса тăнă, çавăнпа станцийе мобиллă генераторсем илсе килме йышăннă. [6][8]. Реакторсене сивĕтсе ĕлкĕреймен пирки виçĕ ĕçлекен реакторта та шыв шайĕ чакма, пусăм ӳсме тытăнна. Чи малтан 1-мĕш энергоблокра ситуации йывăрланнă. Реактор пысăк пусăмпа çĕмĕрсенрен пăса гермооболчкăна кăларнă, унта пусăм 840 кПа (проектпа 400 кПа таран) çитнĕ. Гермооболочкине аркатас мар тесе унти пăса атмосферăна кăларса янă, çăв вăхăтра TEPCO тата МАГАТЭ пăса радионуклидсенчен фильтăрлама шантарнă. Пусăм чакнă, анчах çăв вăхăтра активлă зонăра циркони пăспа реакципе кĕнĕ хыççăн пулнă водород реактор уйрăмĕн обустройкине тухнă[6][8].

пуш, 12[тӳрлет]

Энергоблок-1: сирпĕничен тата сирпĕннĕ хыççăн

UTC вăхăчĕпе 6:36 1-мĕш энергоблокра водород сирпĕннĕ, бетон консртукцийĕсен пĕр пайĕ ӳкнĕ. [9]. Реактор корпусĕ çĕмĕрĕлмен, анчах тулаш витти арканнă. Станцинче ĕçлекен 4 çын аманнă, вĕсене пульницăсене ăсатнă [10]. Сирпĕннĕ хыççăнах станцинчи радиаци шайĕ 1015 мкЗв/сехет çитнĕ, 4 минутран 860 мкЗв/сехет, 3 сехет те 22 минутран— 70,5 мкЗв/час[11]. Куçса çӳрекен лабораторисем станцин промполщадкин тулашĕнчен илнĕ пробăсенче цези изотопĕсене тупнă, анчах мĕн чухлине пĕлтермен. Ку хăшпĕр ТВЭЛсен çийĕсем пăсăлнине пĕлтернĕ [4][12]

Çавăн пекех[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Japan Earthquake Update (12 March 2011 2110 CET) (акăлч.). IAEA Alert Log. IAEA. Тĕрĕсленĕ 12 пуш уйăхĕн 2011.
  2. ^ Международная шкала ядерных и радиационных событий. IAEA. Тĕрĕсленĕ 18 пуш уйăхĕн 2011.
  3. ^ Япония — ситуация берётся под контроль. AtomInfo.ru. Тĕрĕсленĕ 12 пуш уйăхĕн 2011.
  4. ^ 1 тата 2 Япония - сводка, 12.03.2011, 13-00 МСК. AtomInfo.ru. Тĕрĕсленĕ 12 пуш уйăхĕн 2011.
  5. ^ Четвёрка!. AtomInfo.ru. Тĕрĕсленĕ 12 пуш уйăхĕн 2011.
  6. ^ 1, 2 тата 3 Announcements = IAEA Alert Log (акăлч.). IAEA. Тĕрĕсленĕ 13 пуш уйăхĕн 2011.
  7. ^ Кириллов П. Л., Богословская Г.П. Тепло-массообмен в ядерных энергетических установках. — Мускав: Энергоатомиздат, 2000. — С. 324. — 1000 экз. — ISBN 5-283-03636-7
  8. ^ 1 тата 2 Battle to stabilise earthquake reactors (акăлч.). UPDATE 14: 23.44 pm GMT. World Nuclear News. Тĕрĕсленĕ 13 пуш уйăхĕн 2011.
  9. ^ Hydrogen may have caused Japan atom blast-industry
  10. ^ Уровень радиации не повышен после взрыва на АЭС «Фукусима-1» в Японии
  11. ^ Media updates on nuclear power stations in Japan (акăлч.). American Nuclear Society. Тĕрĕсленĕ 12 пуш уйăхĕн 2011.
  12. ^ URGENT: Concerns of core partially melting at Fukushima nuke plant (english)

Каçăсем[тӳрлет]

Координатсем: 37°25′12″ с. ш. 141°01′58″ в. д. / 37.42° с. ш. 141.032778° в. д. (G)