Хакассем

Википедири материал

В. И. Суриков. Хакас хĕрарăмĕн сăн-пичĕ. 1909 çул.

Хакассем (хăйсене тадар, нум. х. тадарлар теççĕ), патша тытăмĕн тапхăрĕнче вырус докуменчĕсенче минуси́н тутарĕсем, абака́н (енисе́й) тутарĕсем, а́чин тутарĕсем) — Раççей тĕрĕк халăхĕ, Çĕпĕрĕн кăнтăр çĕрĕнче (Минусин котловини) пурăнакан халăх. Хакаси Республикин титуллă этносĕ.

Халăх йышĕ — 75,6 пин çын (2002).

Халăх тĕнĕ — шаман тĕнĕ, XIX ĕмĕрте нумайăшне православи тĕнне (хăш чух вăйпа хĕсĕрлесе) кĕртнĕ.

[тӳрлет] Этносăн ушкăнĕсем

Хакассемпе этеплĕхĕпе, чĕлхепе теленгитсем, телеутсем çывăх.

[тӳрлет] Чĕлхе

Хакас чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен тухăç-хун пайĕн уйгур ушкăнне кĕрет, чĕлхе тăватă диалектран тытăнса тăрать: качин, сагай, кызыл тата шор. Хальхи çырулăхĕ кириллица никĕсĕпе.

[тӳрлет] Каçăсем


Википеди Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр