Хакас чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хакас чĕлхи, — хакас-алтай чĕлхисем шутне кĕрекен тĕрĕк чĕлхи. Ку чĕлхепе калаçакансем Хакасинче тата çавăн пекех Красноярск Енĕпе Тувара пурăнаççĕ. 2002 çулхи çырав тăрăх ку чĕлхепе калаçăкан ынсен шучĕ 52 пин пулнине палăртнă.

Чĕлхен диалекчĕсем: сагай, качин, кызыл. Литература чĕлхи сагайпа качин диалекчĕсем çинче никĕсленет.

Çыруллăх[тӳрлет]

Чи малтанхи алфавита 1926 çулта хатĕрленĕ. Ăна кирилицца саспаллийĕсене усă курса тунă пулнă. 1929-1938 çулсенче латин саспаллиллĕ алфавита усă курнă.

1939 çултанпа усă курма пуçланă алфавит
А а Б б В в Г г Ғ ғ Д д Е е Ё ё
Ж ж З з И и Й й I i К к Л л М м
Н н Ң ң О о Ö ö П п Р р С с Т т
У у Ӱ ӱ Ф ф Х х Ц ц Ч ч Ӌ ӌ Ш ш
Щ щ Ъ ъ Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я

Ку алфавита вара 1947, 1953 çулсенче улшăнусем кĕртнĕ.