Хрущёв Никита Сергеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хрущёвпа Сталин

Хрущёв Никита Сергеевич, — 1953-1964 çулсенче КПСС ТК пĕрремĕш секретарĕ вырăнне йышăнаканĕ. 1894 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Курск кĕпернийĕн Калиновка ялĕнче çуралнă. 1971 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.

Совет Союзĕн паттăрĕ, Социаллă Ӗçĕн Паттăрĕ ятне виçĕ хут илме тивĕçнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

1908 çулта унăн çемьи Юзовкăна пурăнма куçнă. Никита 14 çултанпа Донбасри заводсемпе шахтăсенче вăй хунă.

1918 çулта ăна большевиксен партине йышăннă. Граждан вăрçине хутшăннă, вăрçă хыççăн тĕрлĕ çĕрте хуçалăхлипе парти вырăнĕсене йышăннă.

1953 çулта Сталин вилнĕ хыççăн вăл Берия Лаврений Павловича пур вырăнтан та пушатма тăрăшакансен шутне кĕнĕ. 1953 çулхи авăн уйăхĕнче ăна КПСС ТК пĕрремĕш секретарь вырăннĕ суйланă. 1964 çулта Хрущёв каннă вăхăтра ТК пленумĕ иртнĕ. Пленум Хрущёва йышăнакан вырăнтан кăларнă, сăлтавĕ — сывлăхĕ япăх пулни.