Хура карас
Курӑнакан калӑплав
Хура карас та карп йышши пулă. Тĕксĕмрех ылтăн тĕслĕ, анчах та шывран кăларсан часах хура пăнчăланса каять. Çавăнпах пулла чăвашсем хура карас тенĕ те пулас. Хăш çĕрте арман пулли тесе каланине тĕл пулатăн.
Хура карас 30 сантиметр тăршшĕ çитĕнме пултарать. Йывăрăшĕ 2 килограмран сайра иртет. Çу уйăхĕнче вăлча сапма пуçлать. Унта 300-400 пин тĕвĕ пулать.
Ку пулă питĕ лӳппер, майĕпен, васкамасăр ишсе çӳрет, пĕр вырăнтан тĕпĕр вырăна куçса кайма юратмасть. Çулла вăлтана кĕменпе пĕрех. Çуркуннепе кĕркунне те пĕр вăхăт кăна туртать. Ытларах ăман çине кĕрет. Туртма та ку пулă лӳппер туртать. Пуçĕпех хыпиччен хăш чух 5 минут таран иртме пултарать.
Хура карас, ытти карас пекех, хĕлле вăлтана кĕмест, юшкăн ăшне кĕрсе выртать.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Ку статьяна викилемелле. Тархасшăн, ăна хатĕрлемелли йĕркепе çырса кĕртĕр.
|
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |