Ылмаш пушмак тăхăннă çӳллĕ блондин (фильм)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ылмаш пушмак тăхăннă çӳллĕ блондин
Le Grand Blond avec une chaussure noire
Фильм постерĕ
Жанр

камит

Режиссёр

Ив Робер

Продюсер

Алан Пуаре
Ив Робер

Сценари
авторĕ

Франсис Вебер

Тĕп рольсенче

Пьер Ришар
Мирей Дарк
Бернар Блие
Поль ле Персон
Жан Карме

Композитор

Владимир Косма

Кинокомпани

Gaumont

Тăсăлу

90 мин.

Патшалăх

Франци

Чĕлхе

Франци чĕлхи

Çул

1972

IMDb

ID 0068655

«Ылмаш пушмак тăхăннă çӳллĕ блондин» (хăш чухне «Хура пушмак тăхăннă вăрăм блондин» ятпа кăтартнă) — 1972 çулта ӳнерленĕ франци кинокамичĕ. «Кĕмĕл Упа» МКФ (Берлин).

Тепĕр иккĕ султан фильмăн малалли версийĕ — «Çӳллĕ блондин таврăнать» — тухать.

[тӳрлет] Сюжет

Франци разведкинче Тулуз полковника хирĕçле унăн çумĕ Милан пуçлăх вырăнне йышăнас тĕллевпе кавар хатĕрлет.

Тулуз полковник, хайĕн килĕнче вăрттăн итлекен хатĕрсене асăрхасан, хăнана хăйĕн пулăшуçне Перраша чĕнет те ыран ирпе аэропортра суперагента кĕтсе илме хушать — çак вара ăна Милана вăйăран тĕксе кăларма пулăшĕ.

Тĕрĕссипе каласан, нимле агент та çук — ку питĕ чее «айван тыткăчĕ»: Перрашăн эшкертен кирек епле çынна суйласа илмелле, вара Перраша йĕрлесе килнĕ Милан çыннисем ăна суперагент вырăнне йышăнĕç. Мюнхенран концерт хыççăн таврăнакан Франсуа Перрен сĕрме купăсçă çине суйлав ӳкет, урисене иккĕ тĕрлĕ сăрăллă пушмак тăхăннине пула вăл Перраш куçĕ умне ӳкет. Перраш Перрен патне пырса сывлăх сунать, тӳрех йăнăшрăм тесе каçару ыйтать те аяккалла пăрăнать. Анчах та аякран сăнакан Милан çыннисене, çак курнăçу «суперагента» инструкци панă евĕр туйăнать те вĕсем Перрен хыççăн сăнама пуçлаççĕ. Вăл çук чухне вĕсем хваттерĕнче вăрттăн итлев хатĕрĕсене лартса тултараççĕ. Чипер Кристин ĕçтĕшне унăн патне кертсе яраççĕ, вĕсене видеокамерăсемпе пăхаççĕ. Кристин унран нимĕн те илтсе пĕлеймест, ăна юратса пăрахать çеç. Перрен, хăй сисмесĕрех, хăрушă Милан лартса хунă тыткăчсене йăрă иртсе каять, паллах, ăна Тулуз çыннисем вăрттăн сыхласа пулăшса пыраççĕ. Çак камит ĕç-пуçĕ Перрен хваттерĕнче пăшалран пенипе вĕçленет, вара унта Тулузпа Милан çыннисем те, Милан хăй те, сарăмсăр вилеççĕ. Перрен Рио-де-Жанейрона тухса тарать, хăйпе пĕрле чăматанра Кристина илсе каять.

[тӳрлет] Рольсене сăнарланă, вырăс сасă текстне кĕртнĕ

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем