Хурма

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал


Хурма çимĕçĕ

Хурма (лат. Diospyros) — кăнтăрти çулçăллă йывăç тата унăн шултра сарă-хĕрлĕ çимĕçĕ. Çимĕçĕ – мăнтăркка 2-10 вăрлăхлă пылак çырла.

200 ытла тĕслĕ пулать. Анлă сарăлнă тĕсĕ – «Королек».

Нумайăшĕ шутланă тăрăх ку йывăç Китайран пулса килнĕ. Йывăçсенчен авалхисем 500 çул лараççĕ. Италире, Испанире, Израильте тата Кавказра çитĕнтереççĕ. Хăшпĕр тĕсĕсен çимĕçĕ юпа (октябрь) уйăхĕн пуçламăшĕнче, хăшĕсен юпа уйăхĕн вĕçĕнче пиçет. Ытларах чухне хурма пиçни пĕрремĕш хут тăм ӳкнĕ вăхăтпа пĕр килет. Тăм тивни хурма çимĕçне тутлантарать.

Тĕсĕсем[тӳрлет]

Какки тĕс (Kaki)
Яппун хурми ('Hachiya') - акварель, 1887

Какки хурми / Kакки çимĕçĕ (Яппунла kaki) (D. kaki). Ку сорт Китайран сарлса килнĕ. Çимĕçĕ тутлă. Сарлака хытанка çулçине тăкакан тĕс. Малтанах ку çимĕçе ӳстересси хĕвел тухăç Азин ытти пайĕсенче сарăлнă, 19-мĕш ĕмĕрте ку ӳсен тăрана Калифорние тата кăнтăр Европăна илсе çитернĕ, унта та ӳстерме тытăннă.

Америка Хурми е Вирджини хурми (D. virginiana, American Persimmon) Çурçĕр Америкăн хĕвеланăç пайĕнче ӳстереççĕ.

Хура хурма (D. digyna) Мексика çĕршывĕнче пулса ӳсет. Çимĕçĕн хуппи симĕс4 ăшĕ пиçиччен шурă, пиçсе çитсен хуралать.

Маболо (Mabolo) е Вельвет улма (D. discolor) Филиппин утравĕсенче çитĕнет. Пиçсен ăшĕ йăлтăр хĕрлĕ тĕслĕ.

Королек (D. lotus) кăнтăр хĕвелтухăç Ази тата кăнтăр хĕвел тухăç Европара ӳсекен сорт. Авалхи Грексем ăна "Турăсен улми" (Dios pyros) тесе чĕннĕ. Ку сорт çинчен "Одиссей" хайлавра та пур - çак улма-çырла питĕ тутлă пулнипе ăна çиекенсем улмана çиес килнипе киле каймалли çула манса хурма ӳснĕ вырăнта юласшăн пулнă.

Хурман тата нумай тĕсĕсем пур, анчах çиме юрăхсăр.

Каçăсем[тӳрлет]