ЧПУн Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ
Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ, — И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн факультечĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш чĕлхипе литературине аслă шкулта чи малтан Хусанти хĕвел тухăç педагогика институтĕнче вĕрентме пуçланă. 1926 çулта çав пĕлӳ керменĕнче «Чăваш чĕлхипе литератури» уйрăмĕ йĕркеленет. Унта Н.И. Ашмаринпа Н.В. Никольский профессорсем, Г.И. Комиссаров доцент ĕçленĕ.
1930 çулта çак уйрăма тин кăна Шупашкарта уçăлнă Чăваш патшалăх педагогика институтне куçараççĕ. 1937 çулта унта чăваш чĕлхипе литература кафедри уйрăм пулса тăрать.
1967 çулта çĕнĕрен уçăлнă Чăваш патшалăх университетне пединститутри вырăс-чăваш уйрăмне те куçараççĕ. 1967-1970 çулсенче кафедрăна СССР педагогика ăслăлăхĕсен академийĕн член-корресподенчĕ М.Я. Сироткин профессор ертсе пырать. 1968 çулта таса чăваш уйрăмĕ уçăлать. Унта студентсене С.П. Горский, М.Р. Федотов, Н.П. Петров пропрофессорсем, С.П.Юшков, А.С. Канюковăпа В.Я. Канюков, Г.Я. Хлебников тата ыт. доцентсем те ăс параççĕ, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшаççĕ.
1973 çулта пединститутран куçнă кафедра икке пайланать: чăваш чĕлхи тата чăваш литератури кафедрисем çуралаççĕ. 1968 çулта чăваш уйрăмне вĕренме 50 студент йышăннă пулсан, 1982-1988 çулсенче 75-шер, 1989 çултанпа вара 100-шер студент йышăнма пуçланă.
Историпе филологи факультетĕнче шутланнă чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕ çулсерен аталанса та вăй илсе пынă.Çакă вара 1990 çулта унăн никĕсĕ çинче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ уçма майсем туса панă. Çĕнĕ факультета йĕркелесе яма тата ура çине тăуниверситетăн çĕнĕ ректорĕ Л.П.Кураков уйрăмах хытă тăрăшнине палăртмалла. 11 çул хушшинче культурологи, тĕрĕк ăслайĕсен тата методика кафедрисем уçăлчĕç, филологин пĕрлĕхлĕ тĕпчевĕсен кафедри те ĕçлеме пуçларĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине Хусанти тухăç халăхĕсен институтĕнче (1925-1930) тата Шупашкарти педагогика институтĕнче (1930-1967) тĕпрен илсен шкул вĕрентекенĕсем валли вуланă .Университет тапхăрĕнче (1967-2001) тăван чĕлхемĕрпе сăмахлăх ăслăлăх шайне çĕкленме пултарчĕ. Халĕ эпир чĕлхемĕрĕн тымарĕсене те тĕпчетпĕр, хурăнташлă чĕлхесене тишкеретпĕр. Анăçăнне кăна мар, тухăç литературине те ăша хывма тăрăшатпăр. Университетăмăр классикăлла вĕрентӳ заведенийĕ пулса тăнă май кунта чăвашсен академилле филологийĕ çунат сарса тĕрекленчĕ (М.М.Михайлов, М.Р.Федотов шкулĕсем).
Университет тапхăрĕнче вăй илнĕ тепĕр курăмлă туртăм вăл – тĕрлĕ дисциплинăсен интеграцийĕ, хăйне евĕрлĕ çывăхланăвĕ.Чăваш филологийĕн никĕсĕ çинче кунта филологсемсĕр пуçне журналистсене, ташă-юрă ăстисене, театр режиссерĕсене, библиотекарьсене, музей çыннисене хатĕрлетпĕр. Çак ĕç малтанласа нушаран (çав ăстасене хатĕрлемелли аслă шкулсем çукран) пуçланчĕ. Халĕ республикăмăрта культурăпа искусство институчĕ пур. Библиотекарьсемшĕн тата маларах Хусана çул уçăлнăччĕ. Çав аслă шкулсем Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ паракан чи кирлĕ ене – чăвашлăх чунне –пама пултараймаççĕ иккен. Эппин, халăхăмăр культурин ĕçченĕсене класикăлла филологи пĕлĕвĕ пани питех те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем профессионалсем кăна мар, чи малтан чăваш чĕлхипе сăмахлăхне юратакан, вĕсене ыттисенчен тарăнрах пĕлекенсем пулса тăраççĕ. Ташлама-юрлама пĕлекен çамрăка шкулсенче те яланах хапăл туса йышăнаççĕ. Çавăн йышши вĕрентекенсене шкул ачисем ытларах кăмăллани те паллă.
Чăваш филологийĕн дисциплинисем специалист пулма майсем туса панипе пĕрлех чăваш çынни пулма та пулăшни паянхи кун кĕретĕн курăнать.
ЧФКФ чăваш филологийĕн тата культурин лаççи кăна мар, вăл аслă пĕлӳллĕ ăстасен пултарулăхне аталантармалли вырăн та. 90-мĕш çулсенче кунта диссертаци канашĕсем уçăлчĕç. Çав канашсем чăваш филологĕсемпе пĕрлех коми тата мари филологĕсене те хатĕрлеме, кандидат ĕçĕсене хӳтĕлеттерме пултарчĕç. Меслетлĕх, танлаштаруллă, шайлашуллă тата типологиллĕ чĕлхе пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе тĕпчев ĕçĕсем çырса хӳтĕленме пулать паян кунта. Çак енпе те пирĕн факультет çывăх вăхăтрах регионти чи пĕлтерĕшлĕ центрсенчен пĕри пулса тăчĕ.
Малашлăха илĕртсе тăракан тепĕр çул хальхи техника аталанăвĕпе çыхăннă. Ытти чĕлхесенчен чăвашла, чăвашларан ытти чĕлхесене куçарма май паракан компьютер программисем хатĕрлеме пуçăнтăмăр ĕнтĕ. Вĕрентӳ ĕçĕнче тата филологире компьютерпа анлăн тата тухăçлăн усă курма кунран кун хăнăхса пыма пуçларăмăр. Çак çула та пирĕн çулах темелле.
Вĕрентӳ ĕçĕ ăса туптассипе кăна çыхăнман. Чăваш «ăс пани» тесе чи малтан пурăнма, хăйне çын хушшинче тытма вĕрентнине калать. Кăмăллă, таса чунлă, ĕçчен те тăрăшуллă çын тума тăрăшатпăр эпир хамăрăн студентсенчен. Вĕрентекенсем вĕсемшĕн пиччĕшĕсемпе аппăшĕсен, ашшĕсемпе амĕшĕсен вырăнĕнче пулмалла. Вĕсем преподавательсене хисеплеччĕр, вĕсенчен тĕслĕх илме пултарччăр. Хутшăнусене демократизацилени пирĕн факультетăн уйрăмлăхĕ темелле. Пĕлӳ пĕлӳшĕн кăна ан пултăр, вăл пур енчен те килĕшӳллĕн аталаннă çынна калăплама пулăштăр. Ун пек çынна хамăр хисепленине тата юратнине кăтартмасăр çитĕнтереймĕпĕр. Ку вăл пирĕн çирĕп позици. Ку вăл пирĕн воспитани ĕçĕн тĕрекĕ, нуша юпийĕ. Кăмăл-сипет вăрентĕвĕн тĕрлĕ мелĕсемпе туллин усă курма хăнăхасси те пирĕн ыранлăха куçакан тĕллев пулса юлать.
Факультетăн паянĕ кăна мар, унăн ыранĕ те лайăх курăнать пире. Эппин, малашлăха хăюллăн утма пултаратпăр.
Кафедрăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Факультетра пиллĕк кафедра:
- Чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлевĕн кафедри (чи пысăкки). Кафедра пуçлăхĕ — Родионов Виталий Григорьевич, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Чăваш тата тухăç чĕлхе пĕлĕвĕн кафедри. Кафедра пуçлăхĕ — Чернов Мефодий Фёдорович, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Культурологи кафедри. Ертӳçи — Федоров Георгий Иосифович, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Чăваш чĕлхипе литература методики кафедри. Ертӳçи — Сергеев Виталий Иванович.
- Кафедра комплексных исследований по филологии. Ертӳçи — Родионов Виталий Григорьевич.
Факультетăн компьютер класĕ пур. Компьютерсем интернетпа çыхăннă. Инженер-программист - Лукина Анна Николаевна. Оператор - Шарипова Ирина.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Факультет сайчĕ 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Университет сайчĕ