Чичканов Пётр Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пётр Чичканов
Çуралнă вăхăт: 1922, утă, 7
Çуралнă вырăн: Яманкасси ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш Автономи Облаçĕ
Вилнĕ вăхăт: 2008, кăрлач
Вилнĕ вырăн: Украина Киев
Гражданлăх: ССРП Украина
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, тăлмач, ӳкерçĕ

Чичканов Петр Николаевич (1922 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Яманкасси ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АО2008 çулхи кăрлачăн ?-мĕшĕ, Киев, Украина), — чăваш çыравçи, тăлмачĕ, ӳкерçĕ[1][2].

Пётр Чичканов — Украина ССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1982), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1969), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, СССР ÇП пайташĕ (1969).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1922 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Яманкасси ялĕнче çуралнă.

Шупашкарти ӳнер училищинче вĕреннĕ. Канаш районĕн «Социализмшăн» хаçатĕнче литература ĕçтешĕ, кайран Шупашкарти типографире ӳкерçĕ-ретушер пулса тăрăшнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапранса техника-артиллери училищинче çар пĕлĕвне илсе на Орёл-Курск пĕки тата Беларуç çĕрĕçинчи çапăçусене хутшăннă. Йывăр аманнă хыççăн 1945 çулăн пуçламăшĕнче комановани ăна 1-мĕш гварди танк çарне «Сталинская гвардия» хаçата янă. 1950 çулчен Киев вăрçă тăрăхĕн нумай тиражлă хаçатĕнче ĕçленĕ.

Демобилизациленсен Киеври «Украина» хаçатĕнче редколлеги пайташĕ тата тĕп ӳкерçĕ пулса тăрăшнă.

1987-1988 çç. – «Ялав» журналăн ӳнер редакторĕ.

Вăрçăран таврăнсан çар хаçатĕнче ĕçленĕ.

2008 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Киевре вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пётр Чичканов кĕнеки: «Çĕнĕ кун ачи», 1967 (çул - ?)

Пурнăç тăршшĕпех Пётр Николаевич Çеçпĕл Мишшин кун-çулĕпе пултарулăхне тĕпченĕ.

Паллă кĕнекесем:

  • «Кăвар чĕре» (1965),
  • «Çĕнĕ кун ачи» (1989) (çул - ?),
  • «Сенкер Десна» (1992)
  • «Тарас» (вырăсла, 1964),
  • «Маленький камерире» (вырăсла, 1983),
  • «Священная земля Украины» (вырăсла, 1984).

Украин сăвăçисен сăввисене чăвашла куçарать.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Давыдов-Анатри, В. Украинăри тусăма : чăваш çыннине Петĕр Чичканов художнике, писателе / В. Давыдов-Анатри // Ялав. – 1999. – № 10. – С. 85.
  • Еливанова, Г. Г. Писатель, журналист, художник / Г. Еливанова // Канаш ен (Канаш р-нĕ). – 2007. – 15 çурла. – С. 2.
  • Кротова, Т. Петр Чичканова асăнса / Т. Кротова // Хыпар. – 2011. – 15 кăрлач. – С. 9.
  • Hалимова, С. Писатель, художник, журналист : (П. H. Чичканов 80 çул тултарнă май) / С. Налимова // Канаш (Ульяновски обл.). – 2002. – 5 авăн (№ 36). – С. 4.
  • Оленкина, И. В. Чăваш элчи / И. В. Оленкина // Чувашский национальный музей : 2002. – Чебоксары, 2003. – Вып. 3. – С. 97-98.
  • Петр Николаевич Чичканов : [некролог] // Хыпар. – 2008. – 15 кăрлач. – С. 4.
  • Прокопьева, Р. Хĕвел пек çутă сăн / Р. Прокопьева // Хыпар. – 2007. – 28 утă. – С. 13.
  • Прокопьев, В. Чăваш элчи // Прокопьев, В. Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă çыннисем / В. Прокопьев. – Шупашкар, 2005. – С. 328-334.
  • Сементер, Ю. Пирĕн элчĕ / Ю. Сементер // Хыпар. – 1997. – 8 утă.
  • Сидоров, П. Украинран пуçласа Байкал кӳлли таран / П. Сидоров // Хыпар. – 2000. – 5 авăн. – (Чăваш тĕнчи ; № 7).
  • Смирнова, Н. Петр Чичканова асӑнса / Н. Смирнова // Хыпар. – 2010. – 15 кӑрлач. – С. 1.
  • Хусанкай, А. Кейӳри хамăр çын / А. Хусанкай // Хыпар. – 2007. – 28 утă. – С. 13.
  • Чичканов, П. Н. Туслăх кĕперĕ хывакан пысăк ăста / П. Н. Чичканов ; В. Григорьев калаçнă // Тантăш. – 2002. – 29 çурла (№ 35). – С. 5.
  • Чичканов, П. Петр Чичканов: «Çеçпĕл ашшĕн сăнне ӳкересшĕн...» / П. Н. Чичканов ; О. Сюзюкина калаçнă // Хыпар. – 2002. – 30 çурла.
  • Алексеев, В. Н. Чичканов Петр Николаевич / В. Н. Алексеев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 503.
  • Алексеев, В. Н. Чичканов Петр Николаевич / В. Н. Алексеев, В. П. Прокопьев // Канашский район : энцикл. персон. – Чебоксары, 2014. – Кн. 1. – С. 562-563.
  • Афанасьев, П. Чичканов Петр Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 489-490
  • Семендер, Ю. С. Наш «посол» на Украине / Ю. С. Семендер ; фото В. Романова // Совет. Чувашия. – 2002. – 3 июля.
  • Тимуков, А. Н. Чичканов Петр Николаевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 463.
  • Чичканов, П. Н. Алатырь, дом на Троицкой... : [воспоминания о своей учебе в Алатыр. худож.-гравер. уч-ще] / П. Н. Чичканов ; коммент. Н. Головченко // Лик. – 2010. – № 3. – С. 78-124. – (Воспоминания).
  • Чичканов Петр Николаевич // Журналисты Чувашии. – Чебоксары, 2006. – С. 96-98.
  • Чичканов Петр Николаевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 508.
  • Ялгир, П. Чичканов Петр Николаевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 136.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]