Чукун çул вокзалĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Смоленск хулин чукун çул вокзалĕ

Чукун çул вокзалĕчукун çул станцийĕн çулçӳрекенсене (пассажирсене) кĕтсе илсе ăсатса ямалли çурчĕ.

Ячĕ мĕнле тухни[тӳрлет]

Павăл хулинче (Санкт-Петербург тулашĕнчи император резиденцийĕ), XIX ĕмĕрте европа йăла-йĕркипе юрă-ташă концерчĕсене ирттернĕ. Çав çулсенче ăна курзалтенĕ — парксенчи çуллахи эстрадăсене каланă пекех.

Патша ялĕнчи чукун çулне хывнă хыççăн Ф. Герстнер инженер Павăл хулинче ресторациллĕ хăна çурчĕ туса лартнă. Малтанах унта пысăках мар кĕвĕ-юрă залĕ пулнă, лармалли пукансен шучĕ 5000 çитнĕ. Петербург гражданĕсем чукун çулпа ятарласах паллă музыкçăсен концерчĕсемпе килленме Павăл хулине çӳренĕ. Калаçусенче пĕр-пĕринчен: «Эсир вокал-музăк салунĕнче пулса куртăр-и?» тесе ыйтса пĕлнĕ. Вăраххăн, çак вăрăм ят пуплевре ансатланса кĕскелнĕ, «вокал салунĕ», «воксал» пулса тăнă. Концерт залĕ Патша ялĕнчи чукун çулĕн чаранăвĕпе юнашар вырнаçнăран «чарăну» тата «воксал» ăнланăвĕсем çыхăнса пĕрлешнĕ.

Техника пур хутĕнче те «куçса çӳрекен çурчĕ» тенĕ пулин те, анлă пӳплевре «воксал» сăмахпа усă куратпăр. Тĕнчери çулсенче, Раççейсĕр пуçне, «воксал» палăрту çук.

Вокзалсен тĕсĕсене палăртса уйăрасси[тӳрлет]

Вокзалсен классификацийĕ[тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Vokzaly.GIF Лаптăк шучĕпе пĕчĕк, вăтам, пысăк тата калăп вокзалсем пулаççĕ.

Перрон çулĕсем енĕпе вырнаçнипе вокзалсем тăрхалисем, урлисем, урлă-айăккăллисем тата П-евĕрлисем пулаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Чукун çул чарăнăвĕ

Вуламалли[тӳрлет]

  • А. А. Авдовский, А.С. Бадаев, К.А. Белов тата ыттисем. "Организация железнодорожных пассажирских перевозок", Мускав, "Академия", 2004. ISBN 5-7695-1720-4