Шăхча

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шăхча (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку статья чĕрчунсен аçа органĕ çинчен, этемĕнни пирки урăх статьяна пăхмалла
Кушак аçин шăхчи

Шăхча (лат. membrum virile), е пе́нис (лат. penis — хÿре) — чĕрчунсен аçа органĕ

Этемĕн çавнашкал органне шăхча темеççĕ, ун валли урăх сăмахсем пур. Çавăн пекех, этем тĕлĕшпе усă куракан çав сăмахсене ытти чĕрчунсем енĕпе усă курма май çук.

Шăхча тени обсценлă лексика (намăс сăмах) шутланмасть, вăл кашни сăмахсарта тенĕ пекех пур.

Н. И. Ашмарин словарĕнче пĕчĕк хирĕçулĕх пур[1]:

Шăхча, мошонка. КС. Шăхча — ăйăрăн, сыснан, такан, вăчарăн пулать. || Скотолеч. 11. Лаша шăхчи çумне çӳп е тусан хытса ларсассăн, вăл шăхчине кăлармасăр шăрать; çавăн пек чух ăна çĕре ӳкерсе шăхчине супăньпе çăвас пулать. Ib. 20. Лашанăн шăхчи шыçса вĕриленсе каять те шăла кĕреймесĕр çакăнса çӳрет. Ib. Шахча хутаççи, мошонка.

Тÿрех курăнать ĕнтĕ, малтан шăхчана «мошонка» тесе ăнлантарни — йанăш, мĕншĕн тесен çавнах вĕçĕнче шăхча хутаççи тенĕ.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Тезаурус Лингве Чувашорум.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]