Çĕкĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Шĕке пулă ҫинчен куҫарнӑ)
Ҫӗкӗ

Ҫӗкӗ (шӗке пулӑ, шĕштĕрлĕк, шӳреккей, çелкке, çтерлĕт) —­ осётр йышне кĕрекен пулă. Хура сăрă тата кăштах сарăрах кĕлеткин вӑрӑмӑшӗ 125 сантиметра çитет, йывăрăшĕ - 16 килограмма. Пирĕн тăрăхра çтерлĕт пек пысăк пулăсем тĕл пулмаççĕ тесен те юрать. Ытларах чухне шĕрккейсем 3 килограмран иртмеççĕ. Шĕке пулă 30 çул таран пурăнма пултарать[1].

Ку пулă юханшывра кăна пурăнать, шыври кислород сахаллине кăмăлламасть. Вăлчине çу уйăхĕн вĕçĕнче сапать.

Шĕке пулла хальхи вăхăтра ятарласа та ĕрчетеççĕ. Çавăн пекех Сăр юхан шывĕнче çелккен уйрăм тĕсне те тупса палăртнă.

Ҫӗкӗ Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ пулă шутланать.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]