Шанхай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шанхай (кит. 上海, пиньинь Shànghǎi) — Китайăн тата тĕнчери пысăк хули, Янцзы юханшыв вĕçĕнче вырнаçнă.

Географи[тӳрлет]

Шанхай тухăç енче Тухăç-Китай тинĕсĕн хумĕсемпе çăвăнать. Хуанпу шывпа Шанхай иккĕне пайланать. Пысăкраххи — анăç енĕ (Пусси), тухăç енĕ — Пудун — çĕнĕ ĕçлĕ район. Шанхай Чжэцзян тата Цзянсу провинцисемпе чикĕленет.

Климат[тӳрлет]

Çанталăк Шанхайра тăватă сезонтан пулса тăрать. Хĕлле температура 0 °C аяла анать, вăтам температура утăра-çурлара 32 °C. Историре температура минимумĕ −10 °C, максимумĕ +41 °C. Çу пуçламăшĕнче юхтарса çумăрсем çăваççĕ. Çуркунне Шанхайра питĕ хӳхĕм. Çулла кунта, шăрăх та пăчă пулсан та, туристсен шучĕ чылайланать. Урама тухсассăн, çумри тумтира тӳрех тар çапать. Кĕркунне Шанхайра хĕвеллĕ типĕ, çулçăсем юпа уйăхĕнче çĕре ӳкеççĕ. Хĕлле вара кунта тĕксĕм те салхуллă, юр ик-виç хутчен çеç çăвать. Çулĕпе хула çине темиçе тайфун килсе çĕмĕрет. Вĕсем хытă аркатман пулин те, аэропортсене вăхăтлăха хупма тивет.

Экономика[тӳрлет]

Финанс ĕçĕсем енĕпе Лондонпа Нью-Йорк хыççăн тĕнчере виççĕмĕш вырăнта.

Транспорт[тӳрлет]

Хулара паянкунхи çĕнĕ транспорт системи ĕçлет. Шанхай Китайăн ытти пысăк хулисенчен тирпейлĕ урамĕсемпе, таса сывлăшĕпе уйрăлса тăрать. Анчах та тĕнчери ытти мегаполиссемпе танлаштарсан Шанхайра сывлăш тасах мар.

Хулара 1000 ытлашшипех автобус маршручĕсем, 5 метро çулĕсем, 2010 çулчен тата 8 çулсем уса кĕртесшĕн.

Шанхайăн тахçанхи Китайри ватă троллейбус системи: пĕрремĕш троллейбусĕ 1914 çулхи юпа, 15 чупма пуçланă. Ытти китай хулисенче троллейбуссемпе утмăлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче çеç усă курма тытăннă. Шанхай хулинче икĕ аэропорт: Хунцяо аэропорт тата Тĕнчери аэропорт Пудун. Китайра Шанхайăн икĕ аэропорчĕсен пĕтĕм хăватĕнчен ытларах Гонконга аэропорчĕ çеç. 2002 çултанпа Шанхайра коммерциллĕ тĕнчери пĕрремĕш магнит вăйĕпе чупакан чукун çул пур. Ку çула тата пуйăсне Transrapid (Германи) компанин инженерĕсем шутласа туса лартса панă. Кунта хăвăртлăх рекордне палăртнă — 430 çм/сех. Вăл хуларан Пудун аэропортне (30 çм) 7 мин. 21 сек. пассажирсене леçет. 2010 çулчен çак чукун çула Хунцяо аэропорта çитерме шутлаççĕ, ун хыççăне кăнтăр-анăçаалла — Ханчжоу, Чжэцзян провинцин тĕп хули патне тăсмалла, вара пĕтĕм вăрăммăшĕ 175 çухрăма тăсăлать.

Истори[тӳрлет]

Шанхай малтан пулăçсен пĕчĕк хули пулнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче хула Китайăн чаплă сумлă хули пулса каять.