Контент патне куҫ

Шукшин Василий Макарович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шукшин (хушамат) хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Василий Шукшин
[[File:
Шукшин Василий Макарович (конверт çинчи сăн)
|270px|Фото]]
Çуралнă вăхăт: 1929, утă, 25
Çуралнă вырăн: Сростки ялĕ, Бийск районĕ, Бия тăрăхĕ, Алтай Ен, СССР
Вилнĕ вăхăт: 1974, юпа, 2
Вилнĕ вырăн: Волгоград облаçĕнчи Клетская станици
Професси: çыравçă, XX ĕмĕрти СССР актёрĕ, кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ
Карьера: 1956—1974
Чыславсемпе парнесем:
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Ленин премийĕ — 1976, вилнĕ хыççăн СССР патшалăх парни — 1971 Васильев тăвансен ячĕллĕ РСФСР патшалăх парни — 1967 РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ — 1969

Васи́лий Мака́рович Шукши́н (утă, 25 1929, Сростки сали, Бийск районĕ, Алтай енюпа, 2 1974, Волгоград облаçĕнчи Клетская станици) — совет çыравçи, кинорежиссёр, артист.

Василий Макарович Шукшин 1929 çулти утăн 25-мĕшĕнче çĕр ĕçтеш çемйинче çуралнă. Ашшĕне, Макар Леонтьевич Шукшина (1912—-1933) коллективизаци тапхăрĕнче 1933 çулта аресленĕ те персе пăрахнă. Çемйери пĕтĕм ĕç амăшĕ — Мария Сергеевна (хĕр чухне Попова хушаматлă) (1909 - 1979, кăрлач, 17) çине ӳкет. Иккĕмĕш хут качча тухать, хушамачĕ - Куксина. Пурнăçра нушапа тертленнĕ пулин те, ватăлăха çитичченех пурăннă. Йăмăкĕ - Наталья Макаровна Шукшина (1931 çулхи чӳк, 16 - 2005 çулхи утă, 10).


1943 çулта Шукшин Сростки ялĕнчи 7 класла шкултан вĕренсе тухса Бий автомобиль техникумне пĕлӳ пухма кĕрет. Икĕ çул çурă вĕренет, çапах та вĕçлемест. 1945 çулта Сросткине колхозра ĕçлеме таврăнать. Колхозра та чылаях ĕçлемест: 1946 Шукшин тăван кĕтесрен ирĕке тухса каять. 1947—1949 çулсенче Шукшин Союзпроммеханизация тресчĕнче: турбина заводĕнче (Калуга), Улатимĕрти трактор заводĕнче слесарь пулса вăй хурать.

1949 çулта Шукшина Тинĕç Çар флотне хĕсмете илеççĕ. Малтан вăл Балти флотĕнче матрос, хыççăн Хура тинĕс флотĕнче радист. 1953 çулта ăна хырăмлăх çĕрнине пула флотран демобилизацилеççĕ те вара вăл Сросткине таврăнать.

Тăван ялĕнче Василий Макарович экстерн мелĕпе экзамен тытса аттестат илет. Сростки ял çамрăкĕсен шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентӳçи пулса тăрăшать. Пĕр хушă шкул директорĕ пулать.

1954 çулта Шукшин режиссёр уйрăмне ВГИКран 1960 çулта Ромм ăста патĕнче вĕренсе тухать.

1956 çулта Шукшин пĕрремĕш хут кинора сăнарланать: С. Герасимовăн «Тихий Дон» (иккĕмĕш серийĕ) фильмра вăл пĕчĕк эпизодра – çатан хыçĕнче пăхса илекен матроса — вылять. Çакăнтанпа Шукшин-артистăн синематографи шăпи аталанма тытăнать.

ВГИКра вĕреннĕ чух, 1958 çулта Шукшин М. Хуциевăн «Два Фёдора» фильмĕнче хăйĕн пĕрремĕш тĕп рольне вылять, «Смена» журналра хăйĕн пĕрремĕш «Двое на телеге»калавне пичетлет.

Хăйĕн диплом ĕçĕнче «Из Лебяжьего сообщают», Шукшин сценарист, режиссёр пулса тĕп рольне вылять.

Шукшинăн пĕрремĕш кĕнеки — «Сельские жители» 1963 çулта «Молодая гвардия» издательствăра çутта тухать. Çав çултах вăл Горький ячĕллĕ киностудинче режиссёр ĕç вырăнне йышăнать. Хăйĕн сценарипе «Живёт такой парень» фильм ӳнерлет. Фильм экрана 1964 çулта тухать, тӳрех куракансене килĕшет, тиркевçĕсем асăрхаççĕ.

1965 çулта Шукшин Степан Разин ертсе пынă халăх пăлхавĕ пирки киносценари çырма пикенет, анчах та СССР Госкомкино сĕнĕве ырласа йышăнмасть. Каярах сценарие «Я пришёл дать вам волю» романра хайлать.

1969 çулта совет синематографинче пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Василий Шукшина РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ятне параççĕ.

Нумай вăхăт Макар Ваççи фильмсенче ĕçленине çыравçă хевтелĕхĕпе пĕрлех туса пынă. Вăл каçсерен пысăк тетраде чернилпе çырнă.

1973-1974 çулсем Шукшиншăн тупăçупа тулаççĕ. Экран çине унăн ПКФ пĕрремĕш парнине тивĕçнĕ Калина красная (Хĕрлĕ пăлан) фильмĕ тухать. «Характеры» çĕнĕ калавĕсен пуххине пичетлеççĕ. Большой драма театăрĕнче «Энергичные люди» пьесăна ӳнерлесе лартма Товстоногов режиссёр пуçланă. 1974 çулта Шукшина Сергей Бондарчук çĕнĕ фильма сăнарлама чĕннĕ.

Шукшин Ваççине çамрăкранах хырăмлăх çĕрни асаплантарнă, эрех сыпма пуçласан çав амак хĕрсех пынă.[1]

1974 çулхи юпа, 2 Василий Макарович Шукшин «Они сражались за Родину» фильма ӳкернĕ тапхăрта, «Дунай» теплоход çинче сарăмсăр çут тĕнчерен уйрăлса каять. Виллине унăн çывăх тусĕ Георгий Бурков тупать.

Мускавра, Новодевичье çăвинче пытарнă. Шукшин ячĕпе Барнаулта урама тата Драма театрне тивĕçтернĕ. 1976 çултанпа унăн тăван кĕтесĕнче, Сростки ялĕнче Шукшин вулавĕсем ирттереççĕ.

Публикăлла уçлăхра Василий Шукшинăн пулма пултарас чăваш тымарĕсем пирки сÿтсе явни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Василий Макарович Шукшин чăваш йăхĕнчен тухма пултарни пирки публикăлла уçлăхра пĕрре мар каланă[2][3].

Ӳнер тупсăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шукшинăн фильмĕсемпе кĕнекисенчи çынĕсем — кашни хăй евĕр характерлĕ, çивĕч чĕлхеллĕ раççей ял ĕçченĕсем. Пĕри, Пашка Колокольников (Живёт такой парень) — ял шофёрĕ, ахаль пурнăçра та «паттăрлăх кăтартма пултарать». Хăшĕсене тĕлĕнтермĕш, «çак тĕнчерен мар» этем («Микроскоп», «Чудик» калавсем) теме пулать, теприсем — тĕрмере ларса тухнисем (Егор Прокудин, Калина красная).

Шукшин хайлавĕсенче раççей ялне тарăн та анлă кăтартнă, унăн пултарулăхĕнче халăх калаçуне, кулленхи пурнăçне питĕ тимлĕ сăнани курăнать, пĕрремĕш вырăна часах кăмăл-туйăм тупсăмĕсене тата этем пĕрлĕхĕн хаклавĕсене тишкерсе тĕпчени тухать («Охота жить», «Космос, нервная система и шмат сала» калавсем).

Парнисемпе чыславсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш арăмĕ — Шумская Мария Ивановна;

Иккĕмĕш арăмĕ — Федосеева-Шукшина Лидия Николаевна, артист;

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Актёр ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1956Убийцы
  2. 1958Два Фёдора
  3. 1959Золотой эшелон
  4. 1960Простая история
  5. 1961Алёнка
  6. 1961Когда деревья были большими
  7. 1961Командировка
  8. 1961Мишка, Серёга и я
  9. 1962Мы, двое мужчин
  1. 1964Какое оно, море?
  2. 1965Ваш сын и брат
  3. 1967Журналист
  4. 1967Комиссар
  5. 1967Три дня Виктора Чернышёва
  6. 1968Мужской разговор
  7. 1968—1971Освобождениемаршал Конев
  8. 1969У озера
  1. 1969Эхо далёких снегов
  2. 1970Любовь Яровая
  3. 1971Даурия
  4. 1972Печки-лавочкиИван Расторгуев
  5. 1973Хĕрлĕ паланЕгор Прокудин
  6. 1974Если хочешь быть счастливым
  7. 1975Они сражались за РодинуЛопахин
  8. 1975Прошу слова
  1. 1964Живёт такой парень
  2. 1965Ваш сын и брат
  1. 1969Странные люди
  2. 1972Печки-лавочки
  1. 1973Калина красная

Сценарисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1964Живёт такой парень
  2. 1965Ваш сын и брат
  3. 1969Странные люди
  1. 1971Пришёл солдат с фронта
  2. 1972Печки-лавочки
  3. 1973Калина красная
  1. 1974Земляки
  2. 1977Позови меня в даль светлую

Библиографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «До третьих петухов»
  • «Точка зрения»
  • «Энергичные люди»
  • «А поутру они проснулись»
  • Алёша Бесконвойный (1973)
  • Артист Федор Грай (1962)
  • Беседы при ясной луне (1972)
  • Беспалый (1972)
  • Бессовестные (1970)
  • Билетик на второй сеанс (1971)
  • Боря (1973)
  • В воскресенье мать-старушка (1967)
  • В профиль и анфас (1967)
  • Ванька Тепляшин (1973)
  • Ваня, ты как здесь?! (1966)
  • Версия (1973)
  • Верую! (1971)
  • Вечно недовольный Яковлев (1974)
  • Владимир Семёныч из мягкой секции (1973)
  • Внутреннее содержание (1967)
  • Волки (1967)
  • Воскресная тоска (1962)
  • Выбираю деревню на жительство (1973)
  • Вянет, пропадает (1967)
  • Гена Пройдисвет (1973)
  • Генерал Малафейкин (1972)
  • Горе (1967)
  • Гринька Малюгин (1963)
  • Даешь сердце! (1967)
  • Далёкие зимние вечера (1963)
  • Два письма (1967)
  • Двое на телеге (1958)
  • Дебил (1971)
  • Демагоги (1962)
  • Дождь на заре (1966)
  • Други игрищ и забав (1974)
  • Думы (1967)
  • Дядя Ермолай (1971)
  • Жена мужа в Париж провожала (1971)
  • Жил человек (1974)
  • Забуксовал (1973)
  • Залётный (1970)
  • Земляки (1968)
  • Змеиный яд (1964)
  • И разыгрались же кони в поле (1964)
  • И детских лет Ивана Попова (1968)
  • Игнаха приехал (1963)
  • Как Андрей Иванович Куринков, ювелир, получил 15 суток (1974)
  • Как зайка летал на воздушных шариках (1972)
  • Как мужик переправлял через реку волка, козу и капусту (1973)
  • Как помирал старик (1967)
  • Капроновая ёлочка (1966)
  • Классный водитель (1962)
  • Кляуза (1974)
  • Коленчатые валы (1962)
  • Космос, нервная система и шмат сала (1966)
  • Крепкий мужик (1970)
  • Критики (1964)
  • Крыша над головой (1970)
  • Кукушкины слёзки (1966)
  • Лёля Селезнёва с факультета журналистики (1962)
  • Лёнька (1962)
  • Лёся (1971)
  • Лида приехала (начало 1960-х)
  • Мастер (1971)
  • Материнское сердце (1969)
  • Медик Володя (1972)
  • Мечты (1973)
  • Микроскоп (1969)
  • Миль пардон, мадам! (1968)
  • Мнение (1972)
  • Мой зять украл машину дров! (1971)
  • Мужик Дерябин (1974)
  • На кладбище (1973)
  • Наказ (1972)
  • Начальник (1967)
  • Непротивленец Макар Жеребцов (1969)
  • Нечаянный выстрел (1966)
  • Ноль-ноль целых (1971)
  • Ночью в бойлерной (1974)
  • Обида (1971)
  • Одни (1963)
  • Операция Ефима Пьяных (1970)
  • Ораторский приём (1971)
  • Осенью (1973)
  • Охота жить (1967)
  • Петька Краснов рассказывает… (1973)
  • Петя (1970)
  • Письмо (1971)
  • Племянник главбуха (1961)
  • Привет Сивому! (1974)
  • Приезжий (1974)
  • Пост скриптум (1972)
  • Правда (1961)
  • Психопат (1973)
  • Пьедестал (1973)
  • «Раскас» (1967)
  • Рыжий (1974)
  • Сапожки (1970)
  • Светлые души (1961)
  • Свояк Сергей Сергеевич (1969)
  • Сельские жители (1962)
  • Сильные идут дальше (1970)
  • Случай в ресторане (1967)
  • Сны матери (1973)
  • Солнце, старик и девушка (1963)
  • Стенька Разин (1962)
  • Стёпка (1964)
  • Стёпкина любовь (1961)
  • Страдания молодого Ваганова (1972)
  • Срезал (1970)
  • Суд (1969)
  • Сураз (1970)
  • Танцующий Шива (1972)
  • Три грации (1973)
  • Упорный (1973)
  • Хахаль (1969)
  • Хмырь (1971)
  • Хозяин бани и огорода (1971)
  • Чередниченко и цирк (1970)
  • Чудик (1967)
  • Чужие (1974)
  • Шире шаг, маэстро! (1970)
  • Штрихи к портрету (1973)
  • Экзамен (1962)


Парнесемпе чыславсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шукшин ĕçĕсем тăрăх кинофильмсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1981Беседы при ясной луне телеспектакль
  2. 1988Ёлки-палки!
  3. 2003А поутру они проснулись
  4. 2004Шукшинские рассказы (калавсем тăрăх6 теленовелла)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ http://www.rusactors.ru/sh/shukshin/index.shtml
  2. ^ Шукшин Василий Макарович 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. — Сайт: Региональная общественная организация ЧУВАШСКОЕ КУЛЬТУРНОЕ ОБЩЕСТВО САНКТ-ПЕТЕРБУРГА
  3. ^ «Для всех Шукшин — родня...»


Шукшин Василий Макарович: кинофильмсем
Живёт такой парень (1964) | Ваш сын и брат (1965) | Странные люди (1969) | Печки-лавочки (1972) | Калина красная (1973)