Контент патне куҫ

Элĕкри халăх театрĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Элĕкри халăх театрĕ
Йĕркеленĕ 1933 çул
Театр çурчĕ
Вырнаçу Элĕк, Элĕк районĕ, Чăваш Ен
Ертӳлĕх
Пултарулăх ертӳçи И.В. Афанасьев

Элĕкри халăх театрĕЧăваш Енĕнчи Элĕк районĕн театрĕ. Театр Элĕкре, культура керменĕнче вырнаçнă.

1933 çулта Элĕк салинче вулав çурчĕ уçăлнă. Унта Синерте пурăнакан Василий Илларионович Волков ĕçлеме пуçланă. Вăл ял халăхĕн культурине ӳстерессишĕн чун-чĕререн тăрăшакан çамрăк пулнă. Тăрăшни сая кайман — çынсем культура вучахне йышлăн çӳреме тытăннă.

1934 çулта В. И. Волков пĕрремĕш хут драма кĕтесне йĕркелесе янă, çавăнтан пуçланнă ĕнтĕ Элĕкре спектакăльсем лартса кăтартасси.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче драма коллективне Кузьмин, Еремеев ертсе пынă. Аллăмĕш çулсенче ку ĕçе Тавăт ялĕнче пурăннă Иван Георгиевич Георгиев çирĕппĕн аталантарса янă, ун чухне вăл районти культура çурчĕн директорĕ пулнă. Çав çулсенче клуба яланах çӳрекенсем культура çурчĕн сцени çинче Иван Георгиев хатĕрлесе лартнă «Айтар», «Нарспи» спектакльсене халĕ те ырăпа асăнаççĕ.

1967 çулта А. Эсхель çырнă "Виçĕ туй" камита сценă çинче пултаруллă кăтартаççĕ. Ку спектакăле Константин Волков баянист юрă-çемĕпе лайăх илемлетсе анлăлатать. Тĕп ролĕсене ун чухне Вениамин Золотов, Альбина Орехова, Елена Храброва, Геннадий Михайлов тата ыттисем чăн-чăн артисчĕсем пекех сăнарласа параççĕ. Ку кăтартăва пăхма ятарласах Шупашкартан килеççĕ, вара драма ушкăнне "Халăх театăрĕ" ятне тивĕçтерме сĕнеççĕ.

Элĕкри халăх театăрĕн пĕрремĕш ĕçĕ — çармăс драматургĕ А. Волков çырнă "Туй икерчи" камит тăрăх ӳнерленĕ спектакăль. Унăн премьери 1968 çулта, чӳк, 20 пулса иртнĕ. Театăрăн çак пĕрремĕш ĕçĕнче В. Л. Тихонова (малтанхи хушамачĕ Золотова), Л. Г. Герасимова, А. Г. Григорьев, А. А. Янович, М. М. Михайлов, Д. И. Илларионов, З. М. Винцова, А. Г. Гурьева хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Спектакăле Д. Илларионов лартнă, ӳнерçи П. Александров пулнă, кĕввине К. Волков йĕркеленĕ. Спектакăле пĕтĕмпе 20 хутчен выляса кăтартнă.

1990 çулта халăх театăрĕ вунă кунлăха Пушкăртăстана гастроле каять. Унта театăр Пĕтĕм Раççей фестивальне хутшăнать, çĕнĕрен хатĕрленĕ "Виçĕ туй" кĕвĕллĕ камита кăтартать.

1992 çулта театăр ушкăнĕ "Юрату — хăпарту мар" мыскарана сцена çинче кăтартать, çак ĕçпех республикăри халăх театăрĕсен фестивальне хутшăнать. Спектакăле икĕ хутчен Чăваш инçекуравĕпе кăтартаççĕ.

  • В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ республика фестивалĕн 1-мĕш степĕнлĕ Дипломĕ — 1970.
  • СССР тултарнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа ялсенчи ӳнерлĕ пултарулăх ушкăнĕсен республикари кăтартăвĕн Дипломĕ — 1972.
  • Халăх ӳнерлĕ пултарулăхĕн Пĕтĕм Союзри 1-мĕш фестивалĕн II-мĕш степĕнлĕ Дипломĕ — 1976.
  • Аслă Çĕнтерӳ 40 çул тултарнă ятпа ирттернĕ халăх пултарулăхĕн Пĕтем Союзри кăтартăвĕнче СССР çыравçисен Пĕрлĕх секретариачĕн Дипломĕ — 1987.
  • Аслă Октябрь 60 çул тултарнă ятпа ирттернĕ халăх пултарулăхĕн республикăри фестивалĕн лауреат Дипломĕ — 1987.
  • «Культура эткерлӗхне упранӑшӑн» диплом, Смулен, 2021 çул[1]* Специальный диплом Открытого конкурса театральных коллективов «Здесь и сейчас» в г. Смоленск, 2021.[2].
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]