Эрнекун
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эрнекун, — эрнен пиллĕкĕмĕш кунĕн ячĕ. Эрнекун кĕçнерникун хыççăн пырать, унăн хыççăн шăматкун пуçланать.
[тӳрлет] Истори
Авалхи Римра çак кун Венера турăна халалланă пулнă, авалхи германи йăхĕсем — Фригг ятлă турăна. Исламра чиркӳ хĕсметне эрнекун ирттереççĕ. Еврейсен Шабачĕ эрнекун Хĕвел анса ларнă вăхăтран пуçласа шăматкун каçĕн пĕрремĕш çăлтăрĕ тухиччен пырать.
| Эрне кунĕсем |
|---|
| Тунтикун | Ытларикун | Юнкун | Кĕçнерникун | Эрнекун | Шăматкун | Вырсарникун |