Эссе

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Эссе́ (фр. essai «хăтлану, тăрăшу, очерк», лат. exagium «шута илӳ») — проза майĕпе, ирĕклĕ композиципе хайланă пĕчĕк калăпăшлă литература жанрĕ.

XVIII—XIX ĕмĕрсенче эссе — акăлчан тата франци журналистикин паллă жанрĕ. Эсселĕхе аталанассипе Англире Дж. Аддисон, Ричард Стил, Генри Филдинг, Францире — Дидро тата Вольтер, Германире — Лессинг тата Гердер тăрăшнă. Эссе было основной формой философско-эстетической полемики у романтиков и романтических философов (Г. Гейне, Р. У. Эмерсон, Г. Д. Торо).

Эссе жанрĕ акăлчан литературинче питĕ тарăн тымар ярать: Т. Карлейль, В. Хэзлитт, М. Арнолд (XIX ĕмĕр); М. Бирбом, Г. К. Честертон (XX ĕмĕр). XX ĕмĕрте эсселĕх уйрăмах хăвăрт аталанать: эссе стилĕпе аслă философсем, прозаиксем, поэтсем (Р. Роллан, Б. Шоу, Г. Уэллс, Дж. Оруэлл, Т. Манн, А. Моруа, Ж. П. Сартр) усă кураççĕ.

Акăлчан литератури[тӳрлет]

Франци литератури[тӳрлет]

Литва литератури[тӳрлет]

Литература тишкерĕвĕнче эссе (лит. esė) термина пĕрремĕш Балис Сруога 1923 çулта уса кĕртнĕ. Эссе уйрăмлăхĕпе Юозапас Альбинас Гербачяускасăн «Турăн кулли» (лит. «Dievo šypsenos», 1929) тата Йонас Коссу-Александравичюсăн «Турăсемпе смуткялиссем» (лит. «Dievai ir smūtkeliai», 1935) ĕçĕсем палăраççĕ. Эссе шутнех Эдуардас Межелайтисăн, «Вăхăта кăтартман кун кĕнеки» (лит. «Dienoraštis be datų», 1981) Юстинас Марцинкявичюсăн «Поэзи тата сăмах» (лит. «Poezija ir žodis», 1977) Марцелиюс Мартинайтисăн «Вилтăпри çинчи папируссем» (лит. «Papirusai iš mirusiųjų kapų», 1991) ĕçĕсем кĕреççĕ. Томас Венцловăн çырăвĕнче те эссе йĕрĕ сисĕнет.

Вырăс литератури[тӳрлет]

Вырăс литературинче эссе жанрĕ тымар ярайман. Эссе стилĕпе А. С. Пушкин («Путешествие из Москвы в Петербург»), А. И. Герцен («С того берега»), Ф. М. Достоевский («Дневник писателя») хайланă. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче эссе жанрĕпе В. И. Иванов, Д. С. Мережковский, Андрей Белый, Лев Шестов, В. В. Розанов, каярах — Илья Эренбург, Юрий Олеша, Виктор Шкловский, Константин Паустовский çырнă.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]