Ягупова Ирина Николаевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ягупова Ирина Николаевна, — чăваш спортсменĕ, Раççейри маунтинбайк спорт ăсти (1996). 1977 çулхи чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкарти республика олимп резервĕн ятарлă АÇСШ вĕренекенĕ. 1997 çулта Шупашкарти ятарлă вăтам олимп резервĕн училищине вĕренсе тухнă.

Çитĕнĕвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Ен Кубокне темиçе хут çĕнтерсе илсе чемпион ятне илнĕ, 1994 çулта Раççей чемпионачĕн призёрĕ пулнă. 1997-1999 сулсенче Раççей Кубокне çенче илнĕ, 1995, 1998, 1999 çулсенче кубокăн чемпионĕ пулнă.