Япон чĕлхи

Википедири материал

Яппун чĕлхи ( яп. 日本語 nihon-go), — япон халăхĕ калаçакан чĕлхе. Японин конституцийнче ун статусне палӑртман пулин те, вăл чăнласах Японин патшалăх чĕлхи пулать. Унпа калаçакансен йышӗ - 128 миллион çын яхӑн (тӗнчери чӗлхесем хушшинче саккӑрмӗш вырӑн йышӑнать).

Тупмалли

[тӳрлет] Тӗнчепе сарӑлни

Япон чĕлхипе калаçакансен ытларахӑше Япони утравĕсенче пурӑнать. Унсӑр пуçне япон чӗлхипе Корейӑра, Тайваньре, Китайра (Япони оккупациленӗ пулнӑскерсенче) кӑшт усӑ кураççӗ. . Японирен Çурçӗр тата Кӑнтӑр Америкӑна (Калифорнине, Бразилине), Гавайя утравӗсене эмиграциленӗ японецсем те унпа калаçаççӗ.

[тӳрлет] Классификаци

Япон чӗлхи Алтай чĕлхисен çемьине кĕрет (ку йыту çинчен С.А Старостин çырнă диссертацине пăхăр: «Алтайская проблема и происхождение японского языка»[1]).

[тӳрлет] Диалектсем

da союзĕн диалект раснисем
da союзĕн диалект раснисем

Японин географиллӗ уйрӑмлӑхӗсене (пӗр-пӗринпе çыхӑнса тӑман утравсем, çӳллӗ ту хырçисем) пула япон чӗлхинче вунӑ диалект яхӑн пур. Чи сарӑлнисем хушшинче çаксене палӑртма пулать: Кансай-бэн (関西弁), Тохоку-бэн (東北弁) тата Канто-бэн (関東弁), Токио тата ун тавралӑхӗн диалекчӗ. Тӗрлӗ диалектпа калаçакан японецсем час-часах пӗр-пӗрне ӑнланмаççӗ (çапах та кашни японец стандартлӑ япон чӗлхине пӗлет). Токио диалекчӗн никӗсӗнче «пӗрлехи чӗлхе» (共通語 кё:цу:го) йӗркеленӗ пулнӑ. Стандартланӑ диалекта 1886-мӗш çултан пуçласа шкулсенче вӗрентме пуçланӑ.

[тӳрлет] Кивĕ яппун чĕлхи

Кивĕ яппун чĕлхи (урӑх ячĕсем: ахаль япон чĕлхи, Хэйан тапхăрĕн чĕлхи, кивĕ çырулăхлă яппун чĕлхи, бунго) – IX-XII ĕмĕрсенчи япон çырулăхĕн китайланман палăкĕсен чĕлхи. Каярах вӑл бунго (XX ĕмĕрĕн варричченех Японин литература чĕлхи пулнă) никĕсĕ пулса тăнă.

[тӳрлет] Пулса кайни

Кивĕ яппун чĕлхи Киото диалекчĕн (чи авторитетлă пулнăран) никĕсĕ çинче аталаннӑ.

[тӳрлет] Япон çырулӑхӗ

Япон пускăчлăхĕ
Япон пускăчлăхĕ
Горизонталлӗ япон çырулӑхӗн тӗслӗхӗ:
Горизонталлӗ япон çырулӑхӗн тӗслӗхӗ:
Вертикаллӗ япон çырулӑхӗн тӗслӗхӗ:
Вертикаллӗ япон çырулӑхӗн тӗслӗхӗ:

[тӳрлет] Чӑваш тата япон чӗлхисем хушшинчи çыхӑнусем

[тӳрлет] Пĕрлехи сăмахлăх

чăвашла тĕрĕкле авалхи япон чĕлхи хальхи япон чĕлхи
хытă кат ката катай - 硬い (хытă)
тăри торгай тори тори 鳥(вĕçен кайăк)
сасă сес саса сасаяку - 聶 (шăппăн кала)

(А.А.Орлов «Чăваш тата япон чĕлхисене танлаштарса тĕпчени»; хальхи вăхăтра тăвăнакан тĕпчев ĕç).