Диалект

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Диалект (грек. διάλεκτος «калаçу, вырăнти калаçу») — чĕлхен вырăнти уйрăмлăхĕ, тĕсĕ, пĕр-пĕр вырăнта пурăнакан çынсене хутшăнма пулăшакан хатĕр. Унăн фонетикăпа лексика тата грамматика системи пур. Диалект — чĕлхе пайĕ. Кирек мĕнле чĕлхере те икĕ диалекта кая пулмалла мар, унсăрăн диалект çинчен калаçма сăлтав пулмасть. Пĕр диалект хăйĕн паллисемпе теприншĕн е ыттисемшĕн хирĕçле пулса тухать. Хирĕçлев пулмасан диалект иккĕ е нумай пулма пултараймасть.

Чĕлхери диалектсене уйăракан тĕп паллăсем — диалект уйрăмлăхĕсем пур. Чăваш чĕлхинчи диалектсене уйăракан паллăсем:

  • фонетика уйрăмлăхĕсем:
    • сăмахсен пĕрремĕш сыпăкĕнче о ~ у калани (йоман — йуман, полă — пулă, орлă — урлă);
    • тутапа калакан ă°, ĕ° сасăсем пурри-çукки {вă°рă°м — вăрăм, тă°ххă°р — тăххăр, пĕ°лĕ°т — пĕлĕт);
    • вăрăм хупă сасăсем кĕске хупă сасăсемпе ылмашни (тоттăр — тутăр, виттĕр — витĕр, коккăр — кукăр);
  • лексика уйрăмлăхĕсем: асанне — мамак, поскил — пускил — кӳршĕ, отма ~ утма çул — сукмак;
  • грамматика уйрăмлăхĕсем:
    • япала ячĕн нумай хисеп аффиксĕ икĕ е пĕр вариантлă пулни: лашасам — лашасем, ялсам — ялсем;
    • вĕçленӳ парадигминчи уйрăмлăхсем: хулана — холайа, пăрăва — пăруйа, пăруна;
    • сăпатлану парадигминчи уйрăмлăхсем: эсир вулатăр, каятăр — эсĕр вулаттăр, каяттăр; эпĕ çăвăп, тăвăп — эпĕ çуйăп, туййп.

Чăваш чĕлхинчи диалектсем территориллĕ диалектсем, урăхла каласан вĕсен кашнин хăйĕн территорийĕ пур. Социаллă диалектсем чăваш чĕлхинче çук.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]