Ярды Валерий Николаевич
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ярды Валерий Николаевич, — паллă спортсмен. Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕнче 1948 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче çуралнă, 1994 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Кун-çулĕ [тӳрлет]
Велосипед спорчĕн СССРăн тава тивĕçлĕ ăсти (1970). XIX çуллахи олимп вăйисене (1968) хутшăннă, XX çуллахи олимп вăйисен (1972) чемпионĕ. Çавăн пекех 1970 çулта ушкăнлă 100 çухрăмлă шоссе гонкисенче чемпион ятне çĕнсе илнĕ. 1969 - 1972 çулсенче СССРăн велосипед спорчĕн чемпионĕ тата рекордсменĕ.
Велосипед спортне Çĕмĕрлен велосипед секциĕнче илĕртĕннĕ. 1973 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ.
Чыславсемпе парнесем [тӳрлет]
- «Хисеп палли» орденĕ.
Каçăсем [тӳрлет]
- Валерий Ярды cap.ru сайтĕнчи сăн ӳкерчĕклĕ материал.
Категорисем:
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Чăваш Ен паллă çыннисем
- Чăваш спортсменĕсем
- "Хисеп Палли" орден кавалерĕсем
- Кăрлачăн 18-мĕшĕнче çуралнисем
- 1948 çулта çуралнисем
- Çурлан 1-мĕшĕнче вилнисем
- 1994 çулта вилнисем
- Олимп вăййисем
- Олимп вăйисен чемпионĕсем
- XX Олимп вăйисен чемпионĕсем
- СССР тава тивĕçлĕ спорт ăстисем
- Раççей спортсменĕсем
