1905-07 çулсенчи революцийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

1905-07 çулсенчи Раççейри революцийĕ

1905 çулхи ака уйăхĕнче Лондонра РСДРП III съезчĕнче Ленин çак революцин тĕп тĕллевĕ — монархине тата унăн Раççейри юлашкине — крепăçлăха пĕтересси тесе палăртнă.

Буржуази революцийĕ пулсан та, Ленин шучĕпе, унăн çулпуçĕ пролетариат пулмалла, мĕншĕн тесен çĕнтерӳ уншăн кирлĕ, тамăрĕ — хресченлĕх. Ленинăн шухăшне ырласа, съезд парти тактикине палăртать: стачкăсене, демонстрацисене йĕркелесе ирттермелле, хĕçпăшаллă пăлхава хатĕрленмелле.

Ленин революцин ĕçне хутшăнасшăнчĕрипе çуннă. 1905çулхи чӳк пуçламăшĕнче, вăл вăрттăн, ют хушаматпа Петербурга килет те хастарлă ĕç-хĕле кĕрет. Ленин РСДРП Тĕп тата Петербург комитечĕсен ĕçĕсене хутшăнать, «Новая жизнь» хаçата пулăшать. Ленин ертсе пынипе парти хĕçпăшаллă пăлхава хатĕрленет. Çак хушăрах Ленин «Две тактики социал-демократии в демократической революции» кĕнекине çырать, çавăнта вăл пролетариатăн гегемони тата хĕçпăшаллă пăлхав кирлĕ пирки çирĕп тăрать. Хăйсен енне çĕр ĕçченĕсене çавăрас кĕрешӳре (çак ыйтупа эсерсене хирĕç тăнă) Ленин «К деревенской бедноте» брошюрă çырать. Çак кĕрешӳ ăнăçлă тухать: Раççейре Ленин пулнă чух партии хăвачĕ темиçе хут ӳсет. 1906 вĕçнелле РСДРП-ра 150 пине яхăн çын шутланнă.

Патша тарçисем Ленин пурине сиссен, парти йышăнăвĕпе вăл 1906 çулта Финляндине куçса каять, 1907 çулхи кĕркунне каллех ют çĕрсене тухса каять.

Хĕçпăшаллă пăлхавсем[тӳрлет]

Мускаври раштав пăлхавĕ[тӳрлет]

Тан-çинчи-Ростоври пăлхавĕ[тӳрлет]

Екатеринослав пăлхавĕ[тӳрлет]

Свеаборг пăлхавĕ[тӳрлет]

Çĕр ĕçтĕшĕсен пăлхавĕсем[тӳрлет]

Революционерсен ушкăнĕсем[тӳрлет]

Социал-Революционерĕсен партийĕ[тӳрлет]

РСДРП[тӳрлет]

Ытти революциллĕ ушкăнсем[тӳрлет]

Революци пĕтĕмлетĕвĕсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]