2006 çулхи Израильпе Ливан хушшинчи хирĕçӳ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Израильпе Ливан хушшинчи хирĕçӳ,Ливанпа (тĕрĕсрех каласан, Хезболла юхăмĕпе) Израиль хушшинче 2006 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕпе çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ вăхăт хушшинче пулса иртнĕ хирĕçӳ. Хиреçӳ вăрçă евĕр иртнĕ тесе каламалла.

Хирĕçӳ пĕтемлетĕвĕ[тӳрлет]

Израиль авиацийĕ аркатнă вырăнсем

Ливанра 1084 вăрçăна хутшăнман çын, Израилте 41 вăрçăна хутшăнман çын вилнĕ.

Хирĕçӳ хушшинче 40 Ливан салтакĕ, 61 «Хезболла» боевикĕ, 7 «Амаль» боевикĕ, Палестинăна ирĕке кăлармалли халăх фрончĕн 1 боевикĕ, 119 ЦАХАЛ салтакĕ вилнĕ. Кунсăр пуçсăр ООН çарĕнчи 1 миротворец, тата 4 пăхса тăракан вилнĕ.

Хирĕçӳ хушшинче Ливанта 3700 патнелле çын аманнă, Израилте — 583 гражданла, 312 çар çынсем.

Ливанта 970 пин çын ытла хăйĕн килĕсене пăрахса хăварма тивнĕ, 220 пин хăвĕн çĕршывне пăрахса урăх çĕре куçнă. Израильте тĕрлĕ çăлкуçсем тăрăх хăйсен килĕсене 300-500 пин çын пăрахса кайнă.

Ливанта пурĕ 145 кĕперпе эстакадăна, 32 автомобиль заправкине, 7 000 çурт, 29 инфраструктура объектне (вĕсен шутĕнче аэропортсем, тинĕс порчĕсем, электростанцисем, шывпа тивĕçтерекен станцисем) аркатнă.

Хезболлан ракетисем ӳкнĕ вырăнсем

Хирĕçӳ вăхăтĕнче «Хезболла» Израиль тăрăх пин ытла реактивлă снаряд янă. ЦАХАЛ пайĕсем 100 пин артиллери снарядне усă курнă, Израиль авиацийĕ 12 пин ытла Ливана сирпĕтме вĕçсе тухнă.

Ливана пурĕ 6 милиард долларлăх сиен кӳнĕ. Израиле кӳнĕ сиен тĕрлĕ çăлкуçсем тăрăх 1,6-5,5 милиарод долларпа танлашать.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]