63-мĕш вăтам шкул (Шупашкар)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 63-мĕш шкул
Учреждени тĕсĕ: 82
Учреждени евĕрĕ: 2.3
Организаци-право форми: Муниципаллă учреждени
Йĕркелӳçĕ:
Шкула уçнă çул: 1992
Шкул сайчĕ: Шкул сайчĕ
Шкул директорĕ: Николаева Инна Колумбовна

Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 63-мĕш шкул, — Шупашкарти вĕренӳ учрежденийĕ. Шкул Алькешра вырнаçнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

63-мĕш тулли мар вăтам пĕлӳ паракан шкула 1992 çулта уçнă. 2000 çулта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул статусне панă.

Вĕрентӳ тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕтĕмĕшле пуçламĕш пĕлӳ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вĕрентӳ программисем:

Пуçламĕш классене вĕрентекенсем :Константинова Марина Павловна, [[Михайлова Тамара Николаевна, Нимакова Ирина Владимировна, Карсакова Эльвира Алексеевна, Владимирова Светлана Анатольевна, Петькова Алевтина Васильевна, Спиридонова Ирина Ивановна.

Вĕренӳ облаçĕсем:

Чĕлхесене вĕренесси

Математика

Информатика

Тавралăхри тĕнче

Çутçанталăк пĕлĕвĕсем

Общество пĕлĕвĕсем

Технологи

Ӳнерпе ăсталăх

Пĕтĕмĕшле тулли мар вăтам пĕлӳ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 5-8 классенче 2004 çулта йышăннă тĕп вĕренӳ планĕпе килĕшӳллĕн вĕрентеççĕ. 9 -мĕш классен вĕренӳ планне профиль енĕпе хатĕрлеме эрнере 3 сехет кĕртнĕ.

Пĕтĕмĕшле тулли вăтам пĕлӳ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аслă классен вĕренӳ планĕ икĕ тĕрлĕ:

  • универсаллă пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан профиль
  • ӳнерпе эстетика профилĕ. Асăннă вĕренӳ планĕ тĕп, профиллĕ тата элективлă предметсенчен тăрать.

Шкул администрацийĕ тата вĕрентекенсен ушкăнĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Шкул директорĕ Николаева Инна Колумбовна, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан хисеплĕ ĕçченĕ» хисеп паллине тивĕçнĕ.
  • Мазикова Роза Анатольевна — вĕрентӳ тата воспитани енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ, чăваш чĕлхипе вĕрентекен, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан хисеплĕ ĕçченĕ» хисеп паллине тивĕçнĕ.
  • Артюкова Ольга Леонидовна — вĕрентӳ тата воспитани енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ, вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентекен.
  • Зайцева Светлана Андреевна — класс тулашĕнче воспитани енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ, музыкăна вĕрентекен
  • Хасанова Нурдиэ Ибрагимовна — администраципе хуçалăх енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ.

Ертсе пыракан вĕрентекенсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Круглякова Светлана Васильевна — ӳнер ăсталăхне вĕрентекен ,«Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан хисеплĕ ĕçченĕ» хисеп паллине тивĕçнĕ.
  • Платонова Татьяна Алексеевна — биолгипе вĕрентекен «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан хисеплĕ ĕçченĕ» хисеп паллине тивĕçнĕ.


Пурлăхпа техника бази[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шкул виçĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Шкулта компьютер класĕнчен ADSL технологийĕпе Интернета тухма май пур. Вулавăшпа вулав пӳлĕмĕ, 100 вырăнлă столовăй, психологи, логопед, хореографи, шăл сиплемелли, процедурăсен кабинечĕсем пур. Шкулăн волейбол, баскетбол, футбол вăййисене вылямалли лаптăксем, шкул территорийĕнче опытлă ӳсен-тăрансем ӳстермелли вырăн та пур. 2006 çулта «Вĕрентӳ» Наци проекчĕпе шкула биологи кабинечĕ валли вĕренӳ хатĕрĕсен тулли комплектне панă, вĕсен шутĕнче вĕрентекен валли компьютер та пур.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]