Иезуитсем
Иезуи́тсем (Иезуитсен орденĕ) — «Иисусăн пĕрлĕхĕн» (лат. «Societas Jesu») официаллă мар ячĕ — Рим-католици Чиркĕвĕн тĕн орденĕ, унăн юпташĕсем Рим Паппине тӳррĕн пăханаççĕ.
Çак мăнах орденне 1534 çулта Парисре испан дворянĕ Игнатий де Лойола йĕркеленĕ, ăна Павăл III 1540 çулта çирĕплетнĕ.
Паянкуна иезуитсен йышĕ 19 216 çын (2007 çул) пулать, вĕсенчен 13 491 сăваплăх ĕçтешĕсем. 4 пине яхăн иезуитсем Азире, 3 пине яхăн — АПШра, пурĕпе иезуитсем хăйсен ĕç-хĕлне тĕнчери 112 çĕр-шывра туса пыраççĕ, вĕсен 1 536 прихут.
Хальхи вăхăтра орденăн пуçлăхĕ (генералĕ) Адольфо Николас испан пулать, унчен Питер Ханс Колвенбак пулнă. Орденăн Тĕп Курийĕ Римре, историпе паллă çуртсен комплексĕнче вырнаçнă, унăн шутне Сăваплăхлă Иисус Ячĕн чиркĕвĕ те кĕрет.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иезуитсем тĕнчери литературăра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Беранже — «Сăваплă аттесем»
- Бласко Ибаньес — «Иезуит-аттесем»
- Стендаль «Хĕрли тата хури» — иезуит шкулĕн пурнăçне çырса кăтартать
- Дюма Александр (ашшĕ) — «Виконт де Бражелон, е Вуннă çул иртсен»
- Д'Оржеваль-атте - Анн тата Серж Голонсен 13 томлă "Анжелика" романĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Марек Инглот SJ Общество Иисуса в Российской Империи (1772—1820 гг.) и его роль в повсеместном восстановлении Ордена во всем мире — Мускав: Институт филосифии, теологии и истории.
- Мишель Леруа Миф о иезуитах: От Беранже до Мишле — Мускав: Языки Славянской Культуры, 2001.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иезуитсем Раççейре Официаллă сайт
- Иезуитсем Беларуссире 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Иезуитсем Украинăра(ĕçлемен каçă)
- О. Константэн Симон Иезуиты в России
Католици тĕнĕн орденĕсем | |
---|---|
Мăнах орденĕсем: Бенедиктинсем | Визитантсем | Камальдулсем | Картезисем | Траппистсем | Цистерцисем | Паулинсем | Урсулинсем |