Тевтон орденĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тевтон орденĕ
Template - Grand Master of the Teutonic Order.svg
Никĕсленĕ çул 11901809
1915 — хальхи вăхăта
Патшалăх Тевтон Орденĕ
Пăхăну Роман паппи, Таса Роман империн императорĕ
Шутĕнче {{{шутĕнче}}}
Тĕс Католици тĕн орденĕ (1192—1929 — Христиансен вăрçă орденĕ)
Роль
Йышĕ {{{йышĕ}}}
Пай
Вырнаçăвĕ {{{вырнаçăвĕ}}}
Витлев {{{витлев}}}
Хӳтĕлевçĕ {{{хӳтĕлевçĕ}}}
Йыхрав ним. «Helfen — Wehren — Heilen» («Пулăш — Хӳтĕле — Сыват»)
Сăрăсем Хура хĕреслĕ шурă манти
Марш
Талисман
Кăрал
Вăрçăсем {{{вăрçăсем}}}
Хутшăну Пăрлак çапăçăвĕ,
Грюнвальд çапăçăвĕ
Уйăру паллисем
Командирсем
Хальхи командир Бруно Платтер
Паллă командирсем Герман фон Зальца
Зигфрид фон Фейхтванген
Винрих фон Книпроде
Конрад фон Юнгинген

Тевто́н о́рденĕ (лат. teutonicusнимĕçле; ним. Deutscher Orden) — XII ĕмĕрĕн вĕçĕнче никĕсленĕ тĕн орденĕ.

Тевтон орденĕн йыхравĕ: ним. «Helfen — Wehren — Heilen» («Пулăш — Хӳтĕле — Сыват»)

Ордена никĕслени[тӳрлет]

Тевтон орденĕн символĕ

Пĕрремĕш верси[тӳрлет]

Чун-чĕм çĕнĕ орденне нимĕç рыцăрĕсен çулпуçĕсенчен пĕри Фридрих Швабский (ним. Friedrich VI., Herzog von Schwaben) херцăк 1190 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ, Акра карманне туртса илсен пульница никĕслевçисем ăна валли хулара пĕрмайхи вырăна тупса панă.

Иккĕмĕш верси[тӳрлет]

3-мĕш хĕрес харçи тапхăрĕнче, рыцăрьсем Акрăна хупăрланă чухне, Любекпа Бремен купсисем хирте хоспитăль туса лартнă. Фридрих Швабский херцăк хоспитăле чун-чĕм орденне куçарать, пуçне Конрад капеллан тăрать. Орден вырăнти епископа пăхăнса тăнă, Иоаннитсен орденĕн уйрăмĕ шутланнă.

Орден ячĕ[тӳрлет]

Официаллă ордена латинла çапла палăртнă:

  • Fratrum Theutonicorum ecclesiae S. Mariae Hiersolymitanae
  • Ordo domus Sanctae Mariae Teutonicorum in Jerusalem (иккĕмĕш ячĕ)

Нимĕçле çаплах икĕ вариантпа усă курнă:

  • тулли ячĕ — Brüder und Schwestern vom Deutschen Haus Sankt Mariens in Jerusalem
  • кĕскетнĕ ячĕ — Der Deutsche Orden

Вырăс историографинче ордена Тевтон орденĕ е Нимĕç орденĕ (Тевтонский орден или Немецкий орден) ят панă.

Çаплах тĕрĕс мар вĕсенен йытă-рыцăрьсем тенĕ.

Орден структури[тӳрлет]

Аслă магистр[тӳрлет]

Тĕп статья: Тевтон орденĕн аслă магистрĕсем

Ландмейстер[тӳрлет]

Ландмейстер (ним. Landmeister) — орден тытăмĕнчи тепĕр ĕç вырăнĕ. Ландмейстер Орденăн хăшпĕр территоринче аслă магистрăн çумĕ шутланнă. Пурĕпе Тевтон орденĕнче виçĕ тĕслĕ ландмейстерсем пулнă:

Ландкомтур[тӳрлет]

Тӳррĕн «çĕр комтурĕ» вуланать. Орденăн баллейне ертсе пынă.

Комтур[тӳрлет]

Аслă комтур[тӳрлет]

Crystal Project viewmag.png Çавăн пекех пăхăр: Тевтон орденĕн аслă комтурĕсем.

Аслă комтур (ним. Großkomture) — аслă комтурăн çумĕ шутланнă.

Маршал[тӳрлет]

Crystal Project viewmag.png Çавăн пекех пăхăр: Тевтон орденĕн маршалĕсем.

Орденăн маршалĕ (ним. Marschalle или ним. Oberstmarschall ) — орденăн вăрçă операцисене ертсе пырасси унăн тĕп тивĕç ĕçĕ шутланнă. Чылай вăхăта вĕсем вăрçă-харçăра е Литвана хирĕçле харçăсене хатĕрленме Кёнигсбергра ирттернĕ. Орден хутшăннă çапăçусенче аслă магистр хыççăн иккĕмĕш пайăр çын шутланнă.

Мăн хоспитальер[тӳрлет]

Мăн хоспитальер (ним. Großspittler) — ордена туса хунă хыççăн пĕрремĕш çулĕсенче орденăн хоспитăльсемпе пульницăсене ертсе пынă. Пруссие çĕнсе илсен резиденцине Эльбинга куçăрнă.

Мăн интендант[тӳрлет]

Мăн интендант (ним. Ordenstrappier) — лăпкă пурнăçра вăл орденăн тăванĕсене тум-тирпе, апат-çимĕçпе тата кулленхи урăх япалапа тивĕçтерсе тăмалла. Пруссие çĕнсе илсен унăн резиденцийĕ Христбург карманĕнче пулнă.

Тĕп хыснаçи[тӳрлет]

Тĕп хыснаçи (ним. Ordenstressler) — орденăн финансă операцисене туса пынă, орденăн укçа янттисене тытса тăнă.

Урăх ĕç вырăнĕсем[тӳрлет]

  • Kommandeur(ним.). «Командор» — çарпуçĕ, командир.
  • Capitularies(ним.). «Капитульер» — капитул (пуху, лару, комисси) ертӳçи.
  • Rathsgebietiger(ним.) — Канаш пайташĕ.
  • Deutschherrenmeister(ним.). Германин тĕп магистрĕ.
  • Balleimeister(ним.). Харпăрлăх магистрĕ.

Орден кун-çулĕ[тӳрлет]

Герман фон Зальца, Мальборк карманĕн музейĕнчи скульптура.

Орден Хĕвел анăç Европăра[тӳрлет]

Ӳкерчĕк:В.Эшенбах.Здание Немецкого ордена и Мюнстер.jpg
Вольфрамс-Эшенбахри Нимĕç орденĕн çурчĕ

Орденăн еткерлĕхне илес текенсем[тӳрлет]

Орден тата Прусси[тӳрлет]

1813 çулта Пруссире «Тимĕр Хĕрес» ордена йышăннă. Тĕсĕпе вăл орден символĕ евĕр пулнă. Орденăн кун-çулне прус шкулĕсенче ăнлантарнă.

Орден тата нацистсем[тӳрлет]

Нацистсем хăйсене орденăн ĕçĕсен, уйрăмах геополитика енĕпе, еткерĕсем тесе шутланă. Орденăн «Хĕвел тухăçнелле хĕстерсе пырас» доктринине пĕтĕмĕшлех Виççĕмĕш Райх ертӳлĕхĕ алла илнĕ.

Нацистсем орденăн материаллă харпăрлăхне те хапсăннă. Австрие 1938 çулхи авăнăн 6-мĕшĕнче аншлюссласан, орденăн харпăрлăхне Германи национализациленĕ. Çавăн пекех Чехословакие 1939 çулта ярса илсен те ĕç-пуç çаврăннă. Хăйсен ирĕклĕхне Югославири тата Тиролĕн кантăрĕнчи орден пульницисемпе çурчĕсем сыхласа юлнă.

Ордена чĕртни. Орден паян[тӳрлет]

Орденăн Мальборкри карманĕн панорами

Ордена 1834 çулта австри императорĕ Франц I пулăшăвĕпе çĕнетме тытăннă. Çĕнĕ Орденăн политика тата вăрçă амбицисем пулман, вăл хайĕн вăйне ыркăмăллăха, чирлĕ çынсене пулăшма т. ыт янă.

Нацистсем Ордена хăваланă чухне унăн ĕçĕ-хĕлĕ пĕтсех ларнă.

Вăрçă вĕçленсен ордена нацистсем аннексиленĕ австри харпăрлăхĕсене тавăрса панă.

1947 çулта ордена пĕтерес декрета аннулленĕ.

Ордена социаллă Чехословакинче çĕнĕрен туман, çапах та Австрире тата Германире чĕрĕлнĕ. Совет блокĕ аркансан орденăн уйрăмĕсем Чехинче (Моравипе Богемире), Словенире тата хăшпĕр европа патшалăхĕсенче йĕркеленнĕ. АПШра та орденăн пайташĕсем (20 çынна яхăн) ĕçлеççĕ.

Аслă магистр резиденцийĕ халĕ те Венăра вырнаçнă. Унтах орденăн хысна çурчĕ тата истори архивĕсене, 1000 яхăн кивĕ пичете, урăх документсене упракан библиотека. Орден аббат-хохмейстер ертсе пырать, ордена ытларах хĕрарăмсене пĕрлештерет.

Орден виççĕ çĕртен — Германи, Австри тата Кăнтăр Тироль — тата икĕ командорлăхран — Рим тата Альтенбисен (Бельги) — тытăнса тăнă.

Орденăн хĕрарăм мăнахĕсем Фризах хулинчи Каринтии (Австри) пульницăна тата Кёльнр пĕр харпăр санаторинче ĕçлеççĕ. Орден аппăшĕсем çаплах Бад-Мергенгемри, Регенсбургри тата Нюрнбергри ытти пульницăсемпе санаторисенче вăй хураççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Çавăн пекех пахăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]