Çĕрпӳ историйĕ
В.Д.Димитриев профессор каланă тăрăх Çĕрпӳ хулине 1689 çулта никĕсленĕ. Чăвашсен паллă историçĕ хăйĕн 1986 çулта пичетленсе тухнă "Чувашия в эпоху феодализма" Çĕрпӳ хули тĕлĕнчи çĕрсем тахçанах Крымсарай ятлă улпута е пике пăхăнса тăнине палăртать. Н.М.Карамзин вара Хусанта Мухаммед-Эмин патшара ларнă чух кунта Артак ятлă вунпӳ е пик пулнине палăртать, хулана "Цевели" тесе çырать. XVIII ĕмĕр вĕçĕнче вырăс мишавайĕ К.С.Милькевич Çĕрпӳ хулине никĕслени çинчен питĕ кăсăк халăх сăмахĕ çырсп илнĕ: "Первоначальные жители сих мест, известные под названием чуваш, уверяют, что по словесному преданию от их предков известно, в древности жил тут их чувашский князь, называемый Пулат, который, не пожелав быть под ведением города Чебоксар, уступить преимущество свое прочим князьям, ездить почасту в оный город и давать отчет, испросив позволения у царя Ивана Васильевича, построил город, куда его величество повелел отправить воеводу и учредить там земское правление. Напоследок князь Пулат, выведя жителей из деревни Сюрбеевой, поселил их от города 12 верстах. А прочие деревни Сюрбеевы, которые построению города не мешали, оставил на своих местах, и от них сей город на чувашском языке получил свое наименование Сюрбе хула". В.Д.Дмитриев 1993 çулта тухнă "Чувашские истоические предания" кĕнекинче çапла çырать: "...на месте Çĕрпӳ, был основан город Цивильск, вследствие чего жители этого селения подались на юг. Несколько дворов остались в Çĕрпӳел, остальные отправились в степь — на территорию нынешнего Комсомольского района, где имеются селения, также называемые Сюрбеево. Расставанье между оставшимися в Çĕрпӳел и уезжающими в степь было очень трогательным, многие рыдали, а один из уезжавших, от сильного волнения, бросил свой войлочный колпак в овражек". Çапла вара, чăваш пикĕ (кнеçĕ) Пулат (Пăлат) пурăннă вырăнта вырăссем хăйсен хула-карманне туса лартса ăна хăйсен колонизаторла ĕçĕсене сарма вырăн пек çирĕплетме тытăнаççĕ.
XVI ĕмĕрте Çĕрпӳ хулинче лăпкă пулман. Вырăссем чăвашсене вырăслатма, хăйсен чурисем тума тăрăшнă. Чăвашсем вĕçĕ-хĕррисĕр пăлханнă, вăрçма çĕкленнĕ. Çĕрпӳ таврашĕнчи чăвашсем Иван Болотников пăлхавне тутшăнни паллă. 1608 çулта пăлхавçă-чăвашсем хулана туртса илеççĕ те пĕтĕмпех çунтарса яраççĕ. Çав хушăрах 1611-1612 çулсенче "Пăлхаварлă саманара" Çĕрпӳ çыннисемпе таврари чăвашсем Мускава пулăшас ĕçре те питĕ маттур пулаççĕ. Çичçĕр ытла чăваш — турхансем, çĕрпӳсемпе вунпӳсем тата пӳсем — халăх çарне хутшăнаççĕ, паттăрлăх кăтартаççĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Историпе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |