Çатракасси вăтам шкулĕ (Муркаш районĕ)
Çатракассинчи вăтам шкул | |
Никĕсленĕ | 1901 |
---|---|
Тĕс | Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул |
Адрес | Çатракасси, Муркаш районĕ, Чăваш Ен |
Çатракасси вăтам шкулĕ, — Муркаш районĕнче вырнаçнă Çатракасси ялĕнчи вăтам шкул.
2001 çулта пурĕ 15 класс пулнă, 272 ача (вĕсенчен 134 хĕрача) вĕреннĕ, 31 вĕрентекен ĕçленĕ. Вĕрентекенсенчен 27-ĕщĕ аслă пĕлӳллĕскерсем пулнă.
Шкулăн 12 компьютер, автомобиль пур. Шкул хыççăн 9,96 гектар çĕр çирĕплетнĕ. Шкул вулавăшĕнче 11900 кĕнеке упранать.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1901 çулта Сетой ялĕнче земство училищи уçăлнă. Училище ятарласа лартнă çуртра вырнаçнă пулнă.
1918 çултанпа тăватă класлă пуçламăш шкул пулса тăнă. 1940-мĕш çултанпа тулли мар вăтам шкул шайне кĕртнĕ. 1962 çултанпа сакăр класс вĕренмелли шкул пулса тăнă, 1965 çултанпа вара — вăтам шкул.
1951/1952 çулсенче шкулта 202 вĕренекен вĕреннĕ, 12 вĕрентекен ĕçленĕ. Шкул вулавăшĕнче 962 кĕнеке пулнă. 1963 çулта 293 вĕренекен, 15 вĕрентекен пулнă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку пĕлӳ илни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |