Çатракасси (Муркаш районĕ, Çатракасси ял тăрăхĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Çатракасси
Ялав Герб
Ялавĕ Гербĕ
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Муркаш
Ял тăрăхĕ Çатракасси
Малтанхи ятсем Çатра-Хуракасси
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним çатракассем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
Çатракасси урамĕ, Муркашран килекен çул енчен
Çатракасси урамĕ

Çатракасси, — Муркаш районĕнче вырнаçнă ял. Яла хăй вăхăтĕнче Çатракасси, Кошак, тата Сетой ялĕсене пĕрлештерсе тунă. 1927 çулчен Çатра-Хуракасси ятлă пулнă. Ял Шупашкартан 55 çухрăмра, Муркашран 3 çухрăмра ларать.

Ял ячĕ Çатра тата касси сăмахĕсенчен пулнă.

2002 çулхи перепись тăрăх ялта 237 кил шутланнă, 709 çын пурăннă. Ялта шкул, ача-пăча сачĕ, фельдшерпа аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, вулавăш, спортзал, стадион, парк, лавкка пур. Яла шыв, газ кĕртнĕ. Ял урлă асфальтлă çул иртет.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Архив хучĕсем тăрăх XVIII ĕмĕрте ял Хоракасси ятлă пулнă. XIX ĕмĕрте ялта 16 хуçалăх пулнă. 1859 çулхи справочникре Çатракасси пек çырса хăварнă. Вал вахăтра ялта 22 кил шутланнă.

1926 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕччен Етĕрне уесĕн Чăваш Сурăм вулăсне, каярах Шупашкар уесĕн Шурча вулăсĕнче шутланнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Тутаркас районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Ишлей районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 8 хыççăн Тутаркас районне, 1939 çулхи кăрлач уйăхĕн 16 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1944 çулхи пуш уйăхăн 30 хыççăн Муркаш районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1964 çулхи пуш уйăхĕн 11 хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районне кĕрет.

1924 çулта 83 килте 401 çын пурăннă.

Малтан ялта чиркӳ пулнă.

Паллă çыннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]